Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕллеве пурнăçлама хастартарах ĕçлемелле

Пĕлтĕр «Новый путь» хуçалăхра иртнĕ отчĕтла  пухура тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнисене паянхи кун пекех астăватăп. Малтанхи ертÿçĕ инвестарпа ĕçлеме килĕшни кооператива панкрутăн тĕпсĕр çырми патне çывхартнă. Хывнă укçа-тенкĕ кунти лару-тăрăва улăштарайман. Çавăнпа парăма татма чылай выльăха сутма лекнĕ. Çитменнине, кредит тÿлеймен пирки витесенче юлнисене, Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш енри филиалĕ каялла илнĕ, районти хуçалăхсене сутнă. Парăм çав-çавах чакман: 2006 çулти – 694 пин, темиçе çул тăсăлаканни – 2 миллион тенкĕ. Пухура ĕççыннисен тарăхăвне пытарманнипе ăнланма пулать. Ара ферма, машина-трактор паркĕ пушанса юлни хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлакансен (тата мĕн пенсие тухичченех кунта хура тар тăкса ĕçлекенсене) чĕрине хытах ыраттарнă-тăр. Йывăр лару-тăруран тухма аш-какай комбиначĕпе пĕрлешме сĕнсен вĕсем, хуçалăх малашлăхĕшĕн ăнтăлакансем, тÿрех килĕшрĕç.

Унтанпа çулталăк та иртмерĕ – «тăм тивнĕ» кооператив территорийĕнче ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Çакна юлашки тăватă уйăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетме тата «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлассипе малашнехи тĕллевсене палăртма йĕркеленĕ семинар-канашлăва хутшăннă зооветспециалистсем, хуçалăх ертÿçисем хăйсен куçĕпе курчĕç.

200 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх сĕт-çу ферминче реконструкци ĕçĕсем вĕçленнĕ ĕнтĕ. Газ та кĕртнĕ. Кунта хальлĕхе 198 пуç ĕне тытаççĕ. Урăхлатса çĕнетнĕ фермăна Иртеменкассинчи Михаил Архангел храмĕн настоятелĕ Вадим иеромонах çветить турĕ. «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ умри тĕллеве пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн Ю.Полов «Вурнарская» МСО» организацине тав сăмахĕ каларĕ. Фермăра ĕçлекенсем валли пĕтĕм услови туса панă. Халĕ вĕсен сăн-пичĕ те пĕлтĕрхи пекăмăр мар, савăнăçлă. Фермăра зоотехник, ветеринар, хуралçă кабинечĕсем тата душ кĕмелли, савăт-сапа çумалли пÿлĕмсем те пур. Çавăн пекех ларусем, пухусем ирттермелли ятарласа тунă хĕрлĕ кĕтес те хăйĕн хăтлăхĕпе илĕртет. Кунта семинара хутшăнакансем ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнассипе хатĕрленĕ стендсемпе паллашрĕç. Производствăра асăрхануллă тата тимлĕ пулмалли çинчен асра тытни питĕ кирлĕ. Унсăрăн этемĕн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлма пултарать. «Иртнĕ çулла комбиначĕн хушма-хуçалăхĕнче хăрушă инкек пулчĕ. Çавăнпа эпир ĕçлекенсем ĕç сыхлавĕн, техника хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăхăнассине халĕ уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр»,- терĕ Ю.Попов.

Аш-какай комбиначĕ – республикăри пысăк агрохолдингсенчен пĕри – Биснес-проект хатĕрленĕшĕн вăл пĕлтĕр 50 миллион тенкĕ çăмăллатнă кредита тивĕçнĕ. Предприяти укçапа пĕр пус юлмиччен тĕллевлĕ усă курнă. Инвестици проекчĕпе килĕшÿллĕн сысна йышне кăна мар, мăйракаллă шултра выльăх хисепне ÿстерессипе тимлемелле. Çав тĕллевпе те ĕнтĕ Малтикас Ялтăрара тата 200 пуç ĕне вырнаçмалăх тепĕр витене реконструкцилемелле. Ял çыннисем валли ĕç вырăнĕсем татах пулĕç.

- Арканнă хуçалăхсене ура çине тăратмаллах. Унсăрăн пирĕн асатте-асаннесем, атте-аннесем çĕкленĕ фермăсенчен мĕн юлĕ. Ял халăхне канса çитет ĕнтĕ. Çамрăксене те ĕçе явăçтармалла – терĕ Юрий Алексеевич. - Ан тив, малашлăх пурне те илĕрттĕр.

Аш-какай комбиначĕ «Новый путь» мĕн пур парăмне татнă. Машина-трактор паркне пуянлатассипе те тилмĕрнĕ. Фермăра ав сĕт сивĕтмелли оборудовани вырнаçтарнă, çĕнĕ сĕт пăрăхне хута янă. Паллах, кунти ĕнесен продуктивлăхĕ пысăк мар. (Вĕсенчен ытларахăшĕ банк кредитне тÿлеймен хуçалăхсен выльăхĕсем). Хальлĕхе кашни ĕнерен вăтамран 8 – 9 килограмм сĕт кăна суса илеççĕ малтикассем. Çавăнпа вĕсене майĕпен ăратлисемпе улăштарасшăн.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни – район агропромышленность комплексĕн тĕп отраслĕсенчен пĕри. Çавăнпа выльăх кĕтĕвне çĕнетесси тĕп вырăнта тăмалла. Шăпах та çакăн пирки райадминистрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп аграномĕ Г.Романов семинар-канашлăва хутшăнакансен умĕнче. Калининăри культура çурчĕн актовăй залĕнче тухса калаçрĕ. Шел пулин те, пирĕн район ĕнесен продуктивлăхĕпе республикăра 13-мĕш вырăн кăна йышăнать. Кăçалхи пĕр уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 218 килограмм сĕт суса илнĕ. Уйрăммăн илес пулсан, акă, хăш-пĕр кооперативсенче кăтарту тата пысăкрах: «Янгорчинăра» 468, «Победăра» 394, «Хорнзорта» 319 килограмм. Çав вăхăтрах «Знамя труда», «Юнтапа», «Правда» хуçалăхсенчи дояркăсем вара çак вăхăта 100 килограмм та суса илеймен. Паллах ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕк пулни выльăхсене валли çителĕклĕ апат хатĕрлеменнипе те çыхăннă.

Районĕпе илсен пĕлтĕр 100 ĕне пуçне 84 пăру кăна илнĕ. Анчах та Г.Романов каланă тăрăх, çак кăтарту пĕчĕк.

- Хуçалăхсенче ĕнесемпе пушмак пăрусене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине тĕллевлĕ туса пымалла. Акă çак ĕçре «Янгорчино», Канадăри «Силакс» фирмăн технологийĕпе тăваттăмĕш çул усă кураççĕ. Çавна пула выльăхсен ăратлăхĕ те лайăх,- терĕ Георгий Павлович. - Кĕтĕвĕн 84 проценчĕ «Элита рекорд», «Элита» класлисем. Пирĕн район наци проектне пурнăçлассипе сахал мар тăрăшать.

Кăçал, сăмахран, хуçалăхсем пурĕ 350 пуç ăратлă выльăх туянмалла (пĕлтĕр – 142 пуç). Çавăн пекех ăратлă вăкăрсен ар вăрлăхне 117750 доза илмелле.

Хуçалăхсене выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрт аталантарма сахал мар укçа кирлĕ. Ку тĕлĕшпе Раççей ял хуçалăх банкĕ предприятисене кредит уйăрса парса яланах пулăшма хатĕр. И.Кошкина управляющи кивçен укçана мĕнле илмелли условисемпе паллаштарчĕ.

Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илнĕ çĕрте зооветеринари специалисчĕсем те яваплă. «Хуçалăх фермисенче ветеринарипе санитари правилисене пăхăнассине ÿстермелле, выльăха чир ан ертĕр тесен профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттермелле,- палăртрĕ выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Н.Тихонов.

2007 çулта выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансем тата хастартарах ĕçлемелле. Мĕншĕн тесен ЧР Ял хуçалăх министерствипе район администрацийĕ килĕшÿ тунă тăрăх, вăрнарсен сĕт туса илессине 2,6 процент, аш туса илессине 6 процент ÿстермелле.

Район пуçлăхĕ А.Кузьмин пархатарлă ĕçре пурне те çитĕнÿ тума сунчĕ. «Янгорчино» кооператив, аш-какай комбиначĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пулмаллине палăртрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 февраля 2007
00:00
Поделиться
;