Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Асамат кĕперĕн» çĕршывĕнче

 

Кăçалхи май уйăхĕнче республикăри «Асамат кĕперĕ» ача-пăча организацийĕ 15 çул тултарать. Унчченхи пионерсен пĕрлешĕвне улăштарнă районти çак организаци паян 26 шкулти 4484 ачана, «Патриот» тата «Сириус» отрядсене пĕрлештерет. Ун ĕçне ачасемпе çамрăксен Вăрнарти пултарулăх çурчĕ йĕркелесе пырать. «Асамат кĕперĕ» виçĕ ÿсĕмри ачасен пĕрлĕхĕ: Хунав – 1 – 4-мĕш классем, Шуçăм – 5 – 8-мĕш классем, Çулăм – 9 – 11-мĕш классем.

Ку организацири мĕнпур ĕçсем «Ырăлăх çулĕпе» программа тăрăх пурнăçланса пыраççĕ. Вăл вĕрентÿпе воспитани, социаллă, кану программисене пĕрлештерет. Тĕллевĕ пархатарлă – тăван тавралăха, çынсене усă кÿресси.

Темиçе çул ĕнтĕ «Азамат кĕперĕн» районти пĕрлешĕвĕн ĕç-хĕлне вăйă - Аттесен мухтавĕ, Улăп çĕрĕ, Сывлăх çăлкуçĕ, Телейлĕ малашлăх, Пултарулăх тĕлĕнтермĕшĕсем, Лидер, Фестиваль, Экос утравĕ портсем тăрăх çулçÿрев - евĕр йĕркеленĕ. Çак форма ачасен дисциплинине, ĕçченлĕхне, пуçарулăхне ÿстерме пулăшать.

«Асамат кĕперĕ» сакăр направленипе ĕçлет: краеведени, патриотизм, спорт тата сывлăха сыхласси, пуçарулăха аталантарасси, социаллă тата обществăлла пĕлтерĕшлĕ ыйтусем, творчество, экологи. Паллах, вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăннă.

Кашни шкул пĕрлешĕвĕнчех «Ыркăмăллăх» отрячĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем ветерансене, пенсионерсене, инвалидсене, пĕччен пурăнакансене пулăшассине ырă йăлана кĕртнĕ.

Асăннă организацин тĕп ĕçĕсенчен пĕри вăл – ачасене гражданла тата патриотла воспитани парасси. Пĕтĕм Раççейри «Эпĕ – Раççей гражданинĕ» конкурсра, акă, вĕсем чылай çивĕч ыйтăва çĕклесе палăрма пултарчĕç. «Симĕс çуртăн шанчăкĕ» экологи акцийĕ, «Тĕлĕнтермĕш шашкăсем», «Шурă ладья» турнирсем, çутçанталăк тусĕсен слечĕ, ыркăмăллăх акцийĕсем, «Ылтăн алăсем» конкурс тата ытти мероприятисем те ачасемшĕн чи кĕтнисем, чи кăсăклисем пулса тăчĕç.

Палăртнă ĕçсем малашне те чылай, шкул пĕрлешĕвĕсем вĕсене чыслăн пурнăçласа пырĕç.



06 марта 2007
00:00
Поделиться
;