Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Банкомат уçăлчĕ

Ытларикун Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн Вăрнарти хушма офисĕ район çыннисене пысăк парне кÿчĕ – центртаĔ банк çурчĕсенчехĔ банкомат уçрĕĕ

Электронлă тĕнчен хумĕ пирĕн района та çапла çиçĕмле  хăвăртлăхпа килнин пĕлтерĕшĕ пысăк – паянхи пурнăç кĕсьери енчĕксене  пăрахăçлама хистет ĕнтĕĕ Курса тăрăпăрĔ пĕр 4-5 çултан вĕсем шутлă çыннăн кăна юлĕçĔ вĕсем вырăнне кашниех Перекет банкĕн пластик-картисемпе усă курма тытăнĕĕ

КаламаллаĔ Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕ район центрĕсенче банкоматсем уçассипе лидерсен йышĕнчеĕ Чи малтанĔ арçынсен уявĕ умĕн кăнаĔ ăна Йĕпреçре хута янăĔ пирĕн район – иккĕмĕшĕ

Пысăк хуласенче банкоматсем темиçе çул ĕçлеççĕ ĕнтĕĕ Вĕсен усăллă енĕсене кăна палăртмаллаĔ Перекет банкĕн картисемпе çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнчеĔ талăкĕпех усă курма пулатьĕ Çитменнине халĕ хăш-пĕр магазинсемĔ пысăк предприятисем тÿлеве ун тăрăх йышăнаççĕĕ Уйрăмах çакă предприяти-организацисене çăмăллăх кÿретĔ ĕç çыннисем ĕç укçине пластик картăсемпе илеççĕĔ кассира укçапа унчченхилле хăраса сумкăра йăтмалла марĕ

Районта ĕç укçине Перекет банкĕн пластика картипе «ĕçлекенсем» пур ĕнтĕĔ вĕсем – казначейство уйрăмĕĔ 26-мĕш аптекаĔ «Цеолит» предприятиĕ

Паянхи куна Перекет банкĕн карточкисенеĔ ыттисемпе танлаштарсанĔ хăвăрт та кĕске вăхăтра илме пулатьĕ Клиентăн документсене йĕркелесе памалла çеçĕ

Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн управляющи çумĕ Владимир ШиндеевĔ Вăрнарта банкомат уçнă çĕре хутшăннă майĔ пластика картăсемпе усă курнин перспективисене те палăртрĕĔ унпа кредитĔ килти телефон тивĕçтерĕвĕшĕн тÿлемеĔ кĕсье телефонĕн счетне тултарма май пурĕ

Çакна та асăнмаллаĔ банкоматра Перекет банкĕн микропроцессорлă картисемсĕр пуçне пĕтĕм тĕнчери VISA тата Master Card системин картисемпе те усă курма май пурĕ Вĕсене Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕнче илме пулатьĕ

Банкомата уçнă çĕре çынсем чылайăн хутшăнчĕçĕ Хĕрлĕ лентăна Раççей Перекет банкĕн Канашри филиалĕн Вăрнарти уйрăмĕн управляющийĕ НĕГригорьева тата Федераллă Казначейство управленийĕн Вăрнарти уйрăмĕн ертÿçи ВĕНикитина касса татрĕçĕ Вăрнарти 26-мĕш аптекăн пуçлăхĕ ВĕКуликов пулчĕĕ



"Çĕнтерÿ çуле"
06 марта 2007
00:00
Поделиться
;