Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕнеке ыррине кăна вĕрентет

 

Вăрнар районĕнчи ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека кану вăхăтне усăллă усă курма май паракан информаци центрĕ шутланать. Кунта кирлĕ литературăна тупса киле илме кăна мар, вулав залĕнче те ларма май пур.

Вулав залĕ, сăмахран, ятарлă пÿлĕмре вырнаçнă, ăна техникăпа туллин тивĕçтернĕ. Кунта вулакансем хаçат-журналпа тата ытти документсемпе паллашма пултараççĕ. Кунсăр пуçне кĕнекесемпе ĕçлеме лайăх условисем пур, библиотекарьсем вулакансене кирлĕ информацие шыраса тупма консультаци пулăшăвĕ параççĕ.

Вулав залĕн чи пысăк пуянлăхĕ, ăна йĕркеллĕ ĕçлеме паракан тĕп услови – периодика изданийĕсен фончĕ тулли те тĕрлĕ енлĕ пулни. Çавăнпа та кашни ÿсĕмри çынсен, тĕрлĕ профессиллĕ вулакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшатпăр, хăш хаçат-журналпа ытларах кăсăкланнине шута илетпĕр.

Сăмахран, вулакансем республикăра тухса тăракан пичет изданийĕсене тата вырăнти хаçатра ытларах кăмăллани кăмăллани курăнать. Вĕсем çаксем: «Çĕнтерÿ çулĕ», «Советская Чувашия», «Хыпар», «Вести Чувашии», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Молодежный курьер», «МК в Чебоксарах», «Тăван Атăл», «Ялав» тата ыттисем те. Ку хаçатсемпе журналсем поселокра, районта, республикăра мĕн пулса иртнине туллин çутатаççĕ, кашни хыпара пĕлсе тăма май параççĕ. «Халăх шкулĕ» педагогика журналĕнче, акă, ачасене пĕлÿ тата воспитани парас ĕçри çĕнĕлĕхсене тупма, республикăри вĕренÿ заведенийĕсенче тимлекенсен паха опычĕпе паллашма пулать.

Техникăпа кăсăкланакансене библиотека «За рулем», «Радио», «Домашний компьютер» тата ытти журналсене сĕнет. Спортпа физкультурăна юратакансем валли – «Советский спорт» хаçат, «Физкультура и спорт» журнал. «Бурда», «Вязание для взрослых», «Диана креатив», «Сандра», «Домашний очаг», «Мой уютный дом», «Ручная работа» журналсем вара алĕç ăстисене, çыхма-тĕрлеме, тутлă апат пĕçерме юратакансене кăмăла каяççĕ.

«Культура здоровый жизни» журнала та ахаль çырăнман библиотекăра. Унăн тĕллевĕ - çынсене ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен пуянлатасси, вăй-халне тата сывлăхне çирĕплетме вĕрентесси, обществăра тата çутçанталăкра хăйне тупма пулăшасси.

Вулав залĕнчех сире «Огонек», «Вокруг света», «Абитуриент», «Карьера», «Сельская новь», «Здоровье», «Здоровье школьника», «Охота», «Рыболов», «Литература в школе» таат ытти журналсем те кĕтеççĕ.

Вулав залĕнче час-часах интереслĕ мероприятисем – литературăпа музыка каçĕсем, конференцисем, кĕнекесен премьерисем, блиц-турнирсем, тавракурăма анлăлатма пулăшакан вăйăсем – иртеççĕ. Тĕрлĕ интерессене шута илсе ĕçлекен «Лира», «Золотой возраст» клубсен пĕлтерĕшĕ те пысăк. «Контакт» центр çамрăксене тĕрлĕ йывăр лару-тăрурара медицинăпа психологи пулăшăвĕ парать. Занятисене ирттерме И.Михайлов врач-нарколог тата Е.Ванина врач-психиатр хутшăнаççĕ. Çавăн пекех занятисене хатĕрленсе библиотекарьсем кĕнеке-журналсен выставиксене йĕркелеççĕ, çамрăксене çивĕч ыйтусене çутатакан видеофильмсемпе паллаштараççĕ, ят-сум çĕнсе илнĕ çынсене, медицина ĕçченĕсемпе социаллă пулăшу парассипе тимлекенсене, педагогсемпе ял хуçалăх ĕçченĕсене хăнана чĕнеççĕ. Уйăхра пĕрре е икĕ хутчен пуçтарăнса ирттерекен тĕлпулусен темисем кашнинчех хăйне евĕрлĕ тата питĕ кăсăклă.

Тепĕр хут асăнса хăварас килет, библиотекăн вулав залĕнче кашни вулакан хăйне кирлĕ информацие тупма пултарать. Сире валли – тĕрлĕ хаçат-журнал, илемлĕ литература, энциклопедисемпе словарьсем, справочниксем. Çавна май поселокра, районта пурăнакансене хамăрăн вулав залĕнче кунсеренех пĕтĕм кăмăлпа кĕтетпĕр.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 марта 2007
00:00
Поделиться
;