Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурнăç таппинче: район администрацийĕнче

 

Тунтикун район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин ертÿçĕсемпе черетлĕ планерка ирттерчĕ. Вăл малтан район бюджетне укçа-тенкĕ мĕнле пухăннипе кăсăкланчĕ. Районсем хушшинчи налук инспекцийĕн пуçлăхĕ Акиля Ахметова пĕлтернĕ тăрăх, бюждета пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен укçа ытларах пырса кĕнĕ.

А.Кузьмин çывăх кунсенче пирĕн района Россельхозбанк ертÿçисем, республика, районсемпе хуласен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, агропромышленность комплексĕн предприятийĕсен ертÿçисем - пурĕ 400 ытла çын - килесси çинчен пĕлтерчĕ. Хăнасем пилĕк ял тăрăхĕнче, Вăрнар поселенийĕнчи предприятисенче пулаççĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ.

Планеркăра çавăн пекех ерекен чирсем сарăлнипе çыхăннă ыйтăва та çĕклерĕç. Уйрăммăн илсен, туберкулезпа чирлекенсен шучĕ ÿсни хытă шутлаттарать. Район пуçлăхĕ çак хăрушă чир сарăласран профилактика ĕçне тĕллевлĕ пурнăçласа пыма кирлине çирĕп асăрхаттарчĕ. Çамрăксемпе ачасене туберкулез ан ертĕр тесе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла, терĕ.

Çак эрнере Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунне халалласа тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Уяв каçĕпе концерта епле хатĕрленни пирки социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Альбина Константинова пĕлтерчĕ. Шăматкун, мартăн 10-мĕшĕнче, Вăрнар поселокĕнче хĕле чаплăн ăсатас тĕлĕшпе çыхăннă ĕçсемпе Вăрнар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ Василий Львов тĕплĕн паллаштарчĕ.

(Хамăр инф.).

 



"Çĕнтерÿ çуле"
06 марта 2007
00:00
Поделиться
;