Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕрлĕ металл тесен, суранланасси те хăрушă мар

 

Кам мĕнле пултарать, çавăн пек тупăш тума тăрăшать. Ултавлă, саккунсăр майпа пулсан та – пачах хăраса тăмаççĕ. Юлашки вăхăтра электроэнерги вăрлакансем чылайланчĕç.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнчен пĕлтренĕ тăрăх, çакнашкал тĕслĕх нумаях пулмасть, Хапăс ялĕнче çырăннă. Çак ялта пурăнакан К. тÿлевсĕр электроэнергипе усă курма шут тытнă – счетчик урлă ямасăрах 4,4 КВТ-хăватлă электроэнерги пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи январь вĕçĕчченех ĕçлеттернĕ. Çавна пулах «Чăваш Енри электричествăпа тивĕçтерекен компани» счечĕ çине 7408 тенкĕ килсе кĕмен. Уйкас Кипекри А.та çапла майпах укçа перекетлеме шутланă пулĕ. Вăл хăй тĕллĕнех «Чувашэнерго» обществăн электросечĕн магистралĕпе çыхăннă. Анчах пĕтернĕ электроэнергие шутласа пыракан счетчикпа çыхăнтарманран тÿлев виçи те самай сахалрах пулнă.

Февралĕн 19-мĕшĕнче те милици сотрудникĕсем «вĕри йĕрпе» кайса Калинино салинче пулса иртнĕ преступление çийĕнчех уçса панă. Хальхинче вăрăсем электроэнергие мар «Вурнарымежрайгаз» филиалăн газ валеçекен пункчĕ тата катод хÿтĕлевĕн станцийĕ патне электричество парса тăракан линисене куç хывнă. Калинино салинче пурăнакансемех пĕрле пухăнса каварлашса, качака тата хыпкăчпа «хĕç-пăшалланса», ĕçе тухнă - «А-16» маркăллă алюмини проводасене 480 метр тăршшĕ татса кайнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 марта 2007
00:00
Поделиться
;