Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрăсем апат-çимĕç те, ноутбук та тиракемеççĕ

 

Енчен те çын ĕçлеме кăмăлламасть-тăк, анчах ĕçме-çиме ăçтан та пулин тупмаллах – мĕн тумалла-ха; Кун пек чухне пĕр çул кăна юлать – ют япалапа ырлăх курмалла. Çак тĕллеве тĕпе хурса пурăнать те ĕнтĕ К., ниçта та ĕçлеменскер, Шупашкарта регистрацире тăрать пулин те тĕрлĕ çĕрте çапкаланса çÿрекенскер. Мартăн 1-мĕшĕнче вăл Вăрнарти Заводской урамри пĕр хваттере алăка çĕмĕрсе кĕнĕ - ăш çу, пĕр кĕленче шурă эрех, шăратнă çу илсе тухса кайнă.

Милици сотрудникĕсем тупса палăртнă тăрăх, вăл маларах та саккуна пăснă иккен. Февралĕн 28-мĕшĕ умĕнхи каçхине арçын çăра çĕмĕрсе тата тепĕр хваттере (хальхинче А.Иванов урамĕнче) кĕнĕ. Чухне унăн «тупăшĕ» тата пысăкрах пулнă тум-тир, апат-çимĕç йăкăртса хваттер хуçине 3964 тенкĕлĕх тăкак кунĕ.

Киревсĕр шухăш тытнă çын ирĕн-каçăн çывăрмасть – хăйĕн путсĕр ĕçне пурнăçлатех. Февралĕн 27-мĕшĕнче, акă, палламан çын Ленин урамĕнчи хваттертен, уççине юраттарса алăк уçма май тупса, тăр кăнтăр кунĕнчех документсемпе пĕрлех «ACER» поутбук йăтса тухса тарса çухалнă.

Февралĕн 26-мĕшĕнче вара Советски урамĕнчи çуртри хваттерте пурăнакан В-не 100 EBPO номиналлă купюрăна пĕçертсе кайнă.



06 марта 2007
00:00
Поделиться
;