Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче

 

 

«Ачалăхпа çемье ыйтăвĕсене пĕтĕм йышпа кашни кунах вăй хурса татса пама тытăнатпăр-тăк – мĕн те пулин пулатех. Эпир пултаратпăр»,- çапла çирĕплетсе каларĕ ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Ку енĕпе Мăн Явăшри хăй тытăмлăх органĕнче лару-тăру мĕнлерех;

Ял-йыш право йĕркине пăсакансене, халăх туприне хапсăнакансене, ĕçкĕпе иртĕхекенсене, çемьере харкашса пурăнакансене тĕрлĕ енлĕ сивлет. Пĕрисем çавнашкаллисене çийĕнчех явап тыттарасшăн, теприсем ятланипех ирттерсе ярасшăн, виççĕмĕшĕсем вара, курнă куçа курмăш туса, «манăн ыратмасть», «манăн мар, патшалăхăн», «маншăн пулсан – ик айăкки – тăвайкки» теме пăхаççĕ. Йĕркелĕхе пăсакансене хирĕç кĕрешнĕ чухне пĕр чĕлхе тупайманни, тĕрĕсрех каласан, айăплисене хÿтĕлес туйăм çиеле тухни шухăша ярать.

Вăрă-хурахсен çулне пÿлнĕ чухне милиципе вырăнти хăй тытăмлăх органĕ ура çине тăни пурне те паллă. Анчах ку кĕрешĕве пĕчченшерĕн пуçăнма май çук-çке. Çак ĕçе пĕтĕм ял-йыша явăçтармалла. Шутласа пăхăр-ха: вырăнти хăй тытăмлăх органне кĕрекен ялсенче 495 хуçалăх шутланать, вĕсенче 1370 çын пурăнать. Кунсăр пуçне хăй тытăмлăх органĕн территорийĕнче «Мураты», «МТС Яуши» ял хуçалăх предприятийĕсем, пĕлÿ, культура, сывлăх, суту-илÿ учрежденийĕсем вырнаçнă. Çак пысăк йыша ертсе пыма, право йĕркисене пăсакансене хирĕç кĕрешме, паллах, çăмăл мар. Акă мĕн каласа пачĕ Мăн Явăшри хăй тытăмлăх органĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ Светлана Григорьевна Дергачева.

- Обществăлла йĕркелĕхе халăхпа пĕрле çирĕплетсе пымасăр вăл е ку преступленирен хăтăлма хĕн. Хамăр пурлăха хамăрăннах сыхлама тивет, сăтăрçисене те пирĕннех явап тыттармалла. Çынсем ытларах ĕçкĕ енне сулăнчĕç, ĕçрен писме тытăнчĕç.

- Светлана Григорьевна, калăр-ха: йĕркене пăсакансене хирĕç мĕнле кĕрешетĕр;

- Халĕ ялсенчи лару-тăру ĕлĕкхилле мар, йăлтах урăх. Çын чун-чĕри те улшăнчĕ,- терĕ вăл. Ытларахăшĕ хăйшĕн çеç çунать, халăх мулĕ еннелле аллине тăсать, право йĕркине пăсать. Кам айăплă çакăншăн; Хамăрах. Ĕçкĕпе иртĕхекенсем, çемьере харкашу кăларакансем, обществăлла вырăнсенче йĕркене пăсакансем кашни ялтах пур. Юлашки вăхăтра обществăлла пурлăха вăрласси ÿсрĕ. Иртнĕ çулта право йĕркине пăсакансене 13 хутчен тупса палăртрăмăр. Ку вăл унчченхи çулхинчен 8 преступлени сахалтарах. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çинчен калакан положенипе килĕшÿллĕн малашне сăтăрçăсемпе вирлĕрех кĕрешме тивет. Ку енĕпе ятарласа комисси йĕркелерĕмĕр, профилактика ĕçĕсене туса пыма 9 çынна уйăрса лартрăмăр,- терĕ ял пуçлăхĕ.

Комисси членĕсем кашни уйăхра пĕрле пухăнса калаçаççĕ. Вĕсем унта право йĕркисене пăсакансене чĕнеççĕ, вăл е ку сăтăрçăсен киревсĕр ĕçĕсене тишкереççĕ, явап тыттараççĕ. Иртнĕ уйăхра çакнашкал калаçăва 8 çынна чĕннĕччĕ. Çемье врачĕн сиплевĕнчи Елена Михайлова фельдшер «Ачан пуласлăхĕ – пирĕн алăра» темăпа лекци вуларĕ, тĕслĕхсене йăлтах вырăнтан илсе кăтартрĕ, çавăнпа вăл кăсăклă та усăллă иртрĕ. Милицин участокри уполномоченнăйĕ Олег Николаевич Васильев саккуна пăсакансене хирĕç мĕнле кĕрешмелли çинчен каласа кăтартрĕ.

Йĕркелĕхе тытса пырассинче дружинниксен тÿпи уйрăмах пысăк. Унта пурĕ 9 çамрăка явăçтарнă. Вĕсем канмалли кунсенче ирттерекен юрă-ташă каçĕсенче ирĕклĕ майпа йĕрке хуралне тухаççĕ. Дружинниксен йышне «МТС «Яуши» ял хуçалăх кооперативĕнчи Юрий Федоров водитель ăста ертсе пырать.

Çемьери лару-тăру лайăх пуласси хĕрарăмран нумай килет. Ăçта çемье ĕçкĕ-çикĕпе пăтрашăнать - çавăнта харкашу тухать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсене шута илчĕ, вĕсемпе профилактика ĕçĕсене куллен туса пырать. Ку енĕпе Хĕрарăмсен совечĕн  председателĕ Нина Васильевна Андреева пысăк пулăшу парса тăрать.

Сăмах май çакна та каласа хăварар. Обществăлла вырăнсенче сиен туса çÿрекенсем ытларах чухне – шкул ачисем. «Мăн Явăшри вăтам шкулти педагогсем ÿссе çитĕнекен ăрăва пур енлĕ воспитани парассишĕн нумай вăй хураççĕ»,- терĕ шкул директорĕ С.Ильин.

Ăса мул тумасть, мула ăс тăвать, тенĕ халăх. Вăтам шкул коллективĕ çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани панă çĕрте вырăнти хăй тытăмлăх органĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Çакна шкул ачисем хушшинче йĕркелĕхе пăсакансен пачах çуккинчен те яр-уççăн туйса илетĕн.

Пытарма кирлĕ мар, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем ачисене хăйсен çуначĕ айĕнче çитĕнтернине манаççĕ, вĕсене тÿрĕ çулпа утма, сумлă çын пулма вĕрентессине такам çине шанаççĕ. Хăй тытăмлăх органĕн право тĕлĕшĕнчен пăсăлнă çемьесенчи ашшĕ-амăшĕсемпе тытакан çыхăнăва лăнчăр ямалла мар, ăна куллен вăйлатса пымалла. Çавăн чухне тин ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче каланисем çирĕп пурнăçа кĕрсе пырĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 марта 2007
00:00
Поделиться