Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Хĕрлĕ автан» никама та шеллемест

Пĕтĕм Чăваш Республикипе илес пулсан, пĕлтĕр 1517 хутчен пушар тухнă, вут-çулăмра 136 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă (çав шутра – тăватă ачан), 64-ăн суранланнă. Паллах, пушар пурлăх тĕлĕшĕнчен те пысăк тăкак кÿрет. Ку кăтарту пĕлтĕр 33,8 миллион тенкĕпе танлашнă. Çулăмра 26 единица техника, мăйракаллă шултра выльăх 26 пуç пĕтнĕ, 988 çурт-йĕр, 521 тонна выльăх апачĕ кĕл пулнă. Çав вăхăтрах 807 çын пурнăçне, 318,9 миллион тенкĕлĕх пурлăх çăлса хăварма май килнĕ.

Мĕнле сăлтавсене пула алхаснă-ха «хĕрлĕ автан»; 596 тĕслĕхре çулăмпа асăрханусăр пулнăран, 413-шĕнче электрооборудование вырнаçтарнă тата унпа усă курнă чух йĕркесене пăснăран, 269-шĕнче ăшăтмалли юсавсăр кăмакасекмпе усă курнăран тата вĕсене хутнă чух хăрушсăрлăх правилисем ыйтнине пăхăнманран. Ачасем шăрпăкпа вылянă пирки 52, ĕçсе ÿсĕрĕлсе вут-çулăм кăларнăран 217, юри чĕртсе янине пула 101 хутчен пушар тухнă.

Тепĕр хут асăрхаттаратпăр: сигарет туртнă чух* чартаксенче, коридорсенче, кладовойсенче тата ытти хуралтăсенче уçă çулăмлă приборсемпе (хунарсемпе, çуртасемпе, факелсемпе) усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх ыйтнине пăхăнманни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Кил-çурт çывăхĕнче чĕртнĕ кăвайт та сарăлса каяс хăрушлăх пур.

Ÿкнĕ сигарет тĕпĕ, çунакан япалана ĕнтсе кăшт вăхăт иртсен сÿнет. Анчах вăл ÿкнĕ вырăнта кĕçех вут-çулăм алхасма тытăнать.

Вырăн çинче сигарет туртни, уйрăмах ÿсĕрле, инкеке хăвăртрах çывхартать. Вырăн çине ÿкнĕ сигарет тĕпĕ тÿрех хăйĕн çинчен пĕлтермест. Çапла майпа пушар пуçланнă çĕре ÿсĕр çын çывăрса каять. Сĕрĕм шăрши ыйăха тата йывăрлатать - ÿсĕр çын çакна сисмест те.

Кирлĕ мар ăпăр-тапăрпа тултарнă балконсемпе лоджисем те пушар хăрушсăрлăх правилисем ыйтнине тивĕçтермеççĕ. Ан манăр: çÿлти хутри хваттерсенче пурăнакансем пăрахнă шăрпăка е сигарет тĕпне пула сирĕн хваттере çулăм çитес хăрушлăх пысăк.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 марта 2007
00:00
Поделиться
;