Пуласлăха - çирĕп утăмсемпе
Кашни пилĕк çулта районăн социаллă экономика аталанăвĕн программине йышăнаççĕ. Унта ял хуçалăхĕ те пысăк вырăн йышăнать. Çак отрасльте тĕллевлĕ ĕçлени района сулмаклă утăмсемпе аталанма пулăшать.
Калас пулать, ял хуçалăх продукцине туса илнĕ çĕрте уйрăм хушма хуçалăхсем питĕ тăрăшуллă ĕçлеççĕ. Районта туса илнĕ çĕр улмин 60 проценчĕ, пахчаçимĕçĕн 90 проценчĕ, сĕтĕн 76 проценчĕ, çавăн пекех аш-какай валли çитĕнтернĕ выльăхсен (чĕрĕ виçепе) 77 проценчĕ вĕсен тÿпи.
2007 çулта вара «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлассипе ял тăрăхĕсенче тата тĕллевлĕрех ĕçлемелле. Çавна май ятарласа план туса хатĕрленĕ.
2007 çулта мĕн пур категорири хуçалăхсенче ял хуçалăх продукцийĕсене мĕн чухлĕ туса илме пултарнине кăтартни (тăннăпа)
1. Ял тăрăхĕсен ячĕсем. 3. Аш-пăш пĕтĕмпе. 4. Вăл шутран – а) уйрăм хушма хуçалăхсем* ă) ял хуçалăх предприятийĕсем. 5. Сĕт пĕтĕмпе. 6. Вăл шутран – уйрăм хушма хуçалăхсем* ял хуçалăх предприятийĕсем. 7. Тыр-пул пĕтĕмпе. 8. Вăл шутран – уйрăм хушма хуçалăхсем* ял хуçалăх предприятийĕсем. 9. Çĕрулми пĕтĕмпе. 10. Вăл шутран – уйрăм хушма хуçалăхсем* ял хуçалăх предприятийĕсем. 11. Пахча çимĕç пĕтĕмпе. 12. Вăл шутран – уйрăм хушма хуçалăхсем* ял хуçалăх предприятийĕсем.
Аçăмçырми 712,8 549,5 163,3 2050 1425 625 596 146 450 1962 1832 130 696 696
Малти Ишек 362,1 299,1 63 1750 1008 742 1143 113 1030 2225 1420 805 660 540 120,0
Упнер 301,8 229,1 2,7 1163 1163 240 142 98 1782 1782 714 678 36,0
Мăн Турхан 1841,1 324,8 1516,3 1511 916 595 9985 101 9884 5644 1264 4380 480 480
Мăн Явăш 208,4 195,4 13 846 806 40 1802 78 1724 3937 977 2960 631 371 260,0
Пăртас 352,5 352,5 1096 1096 136 136 1704 1704 648 648
Вăрманкас 377,3 332,3 45 1033 1033 549 105 444 1760 1310 450 498 498
Ярмушка 501,5 420,5 81 2069 1539 530 1819 129 1690 3367 1614 1753 1024 614 410,0
Ершепуç 402,3 393,8 8,5 1398 1134 264 1131 136 995 4199 1699 2500 796 646 150,0
Калинино 898,1 800,3 97,8 2876 2130 746 1596 230 1366 3932 2887 1045 1158 1098 60,0
Кульцав 287,5 227,6 59,9 1188 493 695 2392 72 2320 1700 900 800 422 342 80,0
Кĕçĕн Кипек 428 428 1507 1507 1086 132 954 2355 1655 700 685 630 55,0
Уйкас Кипек 401,9 397,4 4,5 980 980 1440 90 1350 1776 1126 650 428 428
Санарпуç 153,6 153,6 632 632 1831 76 1755 4433 933 3500 355 355
Çавалкас 384,2 270,4 113,8 1588 748 840 2030 70 1960 2379 879 1500 334 334
Хирпуç 344,9 284 60,9 1431 885 546 1404 132 1272 2553 1653 900 628 628
Шĕнер Ишек 223,3 218 5,3 832 727 105 347 102 245 1521 1281 240 487 487
Çĕрпел 496,6 359,1 137,5 3063 1147 1916 2373 130 2243 5071 1631 3440 956 620 336,0
Вăрнар хула тăрăхĕ 232,1 220,1 12 837 837 0 1500 1500 500 500
Пĕтĕмпе 8910 6525,5 2384,5 27850 20206 7644 31900 2120 29780 53800 28047 25753 12100 10593 1507 Ял хуçалăх таварне туса илме кăна мар, тупăшлă вырнаçтарма та пĕлмелле. Çавăнпа ялсенче потребитель кооперативĕсем уçасси тĕп вырăнта тăрать. Паянхи кун тĕлне вĕсем пирĕн районта – тăххăр. Вăл шутран пиллĕкĕшĕ Вăрнар хула тăрăхĕнче йĕркеленнĕ. Кредит паракан ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем - «Илемпе» «Агросервис», тавар сутма тата урăх енчен пулăшаканнисем - «Светлана» тата «Молконпа» «Чокин» ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем ял тăрăхĕсене те «Калинино-Согласие» (Калинино), «Молочник» (Кульцав), «Молпродсервис» (Ершепуç) «Бизон» (Аçăмçырми) ĕçлеççĕ. Тавар сутма тата урăх енчен пулăшакан «Сельский двор» потребитель кооперативĕн филиалĕсем Кĕçĕн Кипекри, Мăн Турханти, Уйкас Кипекри хăй тытăмлăх органĕсенче пур.
Ял хуçалăх потребитель кооперативĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем кăçал Упнер, Пăртас, Çĕрпел, Ярмушка, Вăрманкас, Хирпуç, Çавалкас, Мăн Явăш, Санарпуç, Малти Ишек, Шĕнер Ишек ял тăрăхĕсенче те уçăлмалла.