Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар сумлă хăнасене кĕтсе илет

Пирĕн районта паян республика Президенчĕ Н.Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ М.Михайловский, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.Гапликов, Президент Администрацийĕн ертÿçи Э.Аблякимов тата влаç органĕн ытти яваплă çыннисем ĕçлĕ çул çÿревпе пулĕç. Мускавран «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществин правленийĕн председателĕ Ю.Трушин килсе çитĕ.

Республикăри пур район, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе анлă лару иртĕ. Унта ял-хуласене аталантарассипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явĕç. Палăртнă тăрăх, ларăва 450 яхăн çын хутшăнĕ.

Паллах, çакнашкал пысăк мероприятие ирттерме йĕркелÿ ыйтăвĕсене те вăхăтра татса памалла. Çакăн пирки пычĕ те калаçу район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин тунтикун ирттернĕ черетлĕ канашлура.

Район пуçлăхĕ чылай ыйту çĕклерĕ, вĕсенчен пĕри - кайăк-кĕшĕк грипĕнчен, выльăх-чĕрлĕхе ерекен ытти чирсенчен сыхланасси. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Н.Тихонов пĕлтернĕ тăрăх, районта ку енĕпе лару-тăру лăпкă, профилактика ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ. Инкубаторпа чăх-чĕп станцийĕнче, акă, 3430 прививка тунă.

Хăшĕ-пĕри хваттер укçине вăхăтра тÿлеменни те - çивĕч ыйтусен шутĕнче. Парăм паянхи кун тĕлне 4 миллион тенкĕ ытла çăмхаланнă. Çакă котельнăйсене çутçанталăк газĕпе ĕçлеттернĕшĕн тÿлесе татас тĕлĕшпе йывăрлăхсем кăларса тăратнă. Çавна май «Чувашрегионгаз» предприяти çутçанталăк газне парса тăракан нормăна чакарма пултарать.

Канашлура калаçу çавăн пекех налук пухас, ерекен чирсемпе кĕрешес, хуçасăр йытăсене пĕтерес ыйтусем тавра пычĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 марта 2007
00:00
Поделиться
;