Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хăюлăхпа паттăрлăх урокĕнче

Пĕлтĕр тăван Вăрнар тăрăхне отпуска килнĕ Э.В.Васильев пире, Кĕçĕн Кипекри вăтам шкула пĕрле вĕренсе пĕтернисене, харăс темиçе кĕнеке парнелесе хăварчĕ. Авторĕсем – пĕри юлташĕ, тепри хăй. «Сыны Отечества» ятлине Геннадий Викторов çырнă, «Байконур» ятли - Эрик Васльевăн (ăна вырăсла Шупашкарта, чăвашла Вăрнарта пичетлесе кăларнă). Учительте ĕçлекеннисем уйрăмах хытă хĕпĕртерĕмĕр: шкулшăн, ачасемпе, çамрăк йышпа ĕçлекенсемшĕн, питĕ кирлĕ литература тупăнчĕ!

Эрик Васильевич, инженер-полковник, çарти строительство отличникĕ, Бойкунур космодромăн ветеранĕ, космос çулĕ çĕр çинче епле хывăннине тĕплĕ сăнланă, космонавт-юлташĕсем çинчен интереслĕ каласа кăтартнă. Кĕнекинче мĕн çырни – пĕтĕмпех хăй курни, хăй тÿсни. Тĕнчипе паллă космодромăн чаплă çыннисемпе пĕрле çитĕнсе-пиçĕхсе çирĕпленнĕ вăл. Геннадий Александрович та хăй кун-çулне космоспа çыхăнтарнă. Институт пĕтерсе инженер-экономист, университет пĕтерсе инженер-строитель пулнă. Вунпĕр изобретени авторĕ. 50 ытла наука ĕçĕ пичетленĕ. 5 кĕнеке кăларнă. Юлашки иккĕшĕ - «Тăван çĕршывăмăр ывăлĕсем. Асилÿсем тата шухăшсем». Кĕскен вĕсене чăн-чăн паттăрлăх кенекисем тесе хакламалла. 60 ытла очеркри геройсем пурте чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсем. Генералсем, адмиралсем, академиксем, профессорсем, çав шутра çар ĕçĕн преподавателĕсем. Пĕтĕмпе - çар çыннисем, çĕнтерÿçĕсем, вăрçă ветеранĕсем, çĕршывăмăр сыхлавçисем, икĕ çулта умлăн-хыçлăн пичетленсе тухнă икĕ сборникре Эрик Васильев çырнă очерксем те пур.

Чăваш çĕрĕнче ÿссе çарта офицера тухнисем, халь Мускавра пурнаканнисем, унта «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» ятпа пĕр чăмăра пĕрлешнисем, тăван республикăшăн та пысăк ĕç тăваççĕ. Чăвашсен Мускаври хăйне майлă ентешлĕхĕнче халĕ 350-ăн тăраççĕ. Хушăран-хушă пурте пухăнаççĕ, Аслă Çĕнтерÿ уявĕсене, Республика кунĕсене Шупашкара та килеççĕ. Эрик Васильевич хăйĕн юлташĕсемпе Вăрнарта та, Мăн Явăшра та пулнăччĕ, шкул ачисемпе, спорта парăннисемпе, çар çынни пулма хатĕрленекенсемпе курса калаçнăччĕ. Офицерсен ентешлĕхĕ вун-вун салтакпа матроса çар училищисене кĕме пулăшнă. Мускаври аслă çар заведенийĕсенче вĕренекен курсантсемпе тапхăрăн-тапхăрăн ятарласа тĕл пулусем ирттереççĕ. Вăрнарта вĕсен шефа илнĕ çемье пур, вунă ывăла ÿстерме уйăхсерен укçа ярса тăраççĕ, аслине Хусанти Суворов училищине кĕме хатĕрленĕ.

Вăрнарти лицейре çÿлерех асăннă кĕнекесем тăрăх хăюлăхпа паттăрлăх урокне хатĕрленнĕ май, эпĕ, паллах, çаксем çинчен хамăрăн 11-мĕш гуманитари класĕнче чылай анлăрах каласа кăтартма тăрăшрăм. Хавхалануллă кăмăлпа кăсăкланса паллашнă очерксене тишкерме ачасем пурте хастар хутшăнчĕç. Наташа Горбунова хăйĕн сăмахне уçă калаçу евĕр хатĕрленĕ: е ăнсăрт çаврăнăшпа пурне те çулса илет, е  хăй те тĕлĕнме пăхать, е ыттисене ыйту çине хуравлама чĕнет – мĕн каланиех, ăс-пуçа хускатса, чун-чĕри витĕр тухать. Епле-ха вăл, ыттисенчен уйрăм мар Катăр ачи, Миша Григорьев, генерал таран ÿснĕ; Тăхăр класс хыççăн Шупашкарти аэроклуба кайса кĕрсен, ăна та пулин пĕтерме паман-çке. Сывлăху начартарах, тенĕ. Миша парăнман, Калининăри вăтам шкултан 1952-мĕшĕнче вĕренсе тухсан, тÿрех Ярославльти çар училищине çул тытнă... Кун-çулĕпе службăри тапхăрлă вырăнсене тĕллĕн палăртса калама пĕлчĕ Наташа хамăр районти Катăшран тухнă Михаил Петрович Григорьев генерал-майор çинчен. Г.Викторов кĕнекинчи сăн ÿкерчĕксене кăтартрĕ. Юлашкинчен Вăрнар район энциклопедийĕн 97-97-мĕш страницисене уçса пăхма сĕнчĕ.

Тĕнчипе паллă архитектор Петр Егорович Егоров çуралнăранпа пĕлтĕр 275 çул çитрĕ. 2006-мĕшне çурçĕрти столицăра та çав ятпа паллă турĕç. Пуçару тăваканĕ Санкт-Петербургри чăваш наци автономийĕ пулнă. Саша Степанов хăйĕн сăмахне, паллах ĕнтĕ, çавăнтан пуçларĕ. Санкт-Петербургри Çуллахи садăн чĕнтĕр евĕр тĕлĕнтермĕш картине шутласа кăларнă архитектор, живописец, график П.Е.Егоров çинчен кĕнекери очерка кура хăй пухнă материал тăрăх каласа пачĕ. «Шупашкарта ун ячĕпе палăк лартнă,- терĕ. - Нева çинчи хулара Асăну хăми уçаççĕ». П.Е.Егоров хăй пирки çапла çырнă: «Родом я прежде был чувашенин, вывезен в малолетстве генерал-майором артиллерии князем Дадиановым в Россию...»

Эрик Васильевич Наташа Сидорован тăванĕ пулать. Тетĕшĕпе унăн тăванĕсем çинчен вăл нумай пĕлет. Çавăнпа ăна ыйту паракансем те ытларах пулчĕç. Çамрăксене манăн та, Наташа пекех, Э.Васильев хăй çырнисемпе тĕплĕнрех паллашма чĕнес килет.

Раççейри Вĕрентÿ Академийĕн академикĕ Геннадий Никандрович Волков (вăл тата Совет Çарĕн майорĕ) - хăйех вĕçĕмсĕр легенда. Геннадий Александрович, унăн Мускаври çывăх юлташĕ, ăсчахăмăра чунтан-вартан савса-юратса çырнă. Çав очеркпа пире Диана Семенова паллаштарчĕ.

Пĕр кăмăллăн çапла йышăнтăмăр: усăллă, нумайлăха асра юлмалăх пулчĕ пирĕншĕн çак урок. Кĕнеке авторĕсем патне тав çырăвĕ ярас терĕмĕр. Юлашкинчен хамăн сĕнÿллĕ шухăша та калас килет: Г.Викторовпа Э.Васильевăн çĕнĕ кĕнекисене районти, республикăри кашни шкула çитересчĕ!



"Çĕнтерÿ çуле"
21 марта 2007
00:00
Поделиться
;