Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Анатолий Кузьмина – Тăван çĕршыв награди

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн 2007 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнчи 343-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Вăрнар район пуçлăхне Анатолий Иванович КУЗЬМИНА II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă.

А.И.Кузьмин ертсе пынипе Вăрнар район администрацийĕ муниципаллă тытăм территорийĕн социаллă-экономикине малалла аталантарас, халăхăн пурнăç шайне çĕклес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçласа пырать. Вăрнар районĕ 2002, 2003, 2004 çулсен итогĕсемпе республикăри яллă районсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче 1-3-мĕш вырăнсене, 2005 çулхи пĕрремĕш квартал та 3-мĕш вырăн йышăннă.

Район бюджечĕн тупăш пайĕ çулсерен ирттерсе пурнăçланса пырать. Çакă укçа-тенкĕн ытларах пайне районăн социаллă сферине лайăхлатнă тата агропромышленность комплексне аталантарнă çĕре яма май парать.

Пĕтĕмĕшле районĕпе промышленность продукцийĕ туса кăларассин калăпăшĕ çулсерен ÿссе пырать. 2004 çулта ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе Вăрнар районĕ Чăваш Республикинче 1-мĕш вырăн йышăннă. Социаллă сфера объекчĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес енĕпе пысăк ĕçсем пурнăçласа пыраççĕ.

Хастар ĕçшĕн А.И.Кузьмин нумай дипломсене, грамотăсене, ытти наградăсене тивĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 марта 2007
00:00
Поделиться
;