Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чĕлхене упрасчĕ, хисеплесчĕ

Раççей Президенчĕ В.Путин йышăнăвĕпе кăçалхи çул çĕршывăмăрта Вырăс чĕлхин çулталăкĕ ятпа иртет.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, вырăс чĕлхи – тĕнчери чи  пуян чĕлхесенчен пĕри. Ун илемĕпе мăнаçлăхне чылай писатель-поэт çырса кăтартнă. А.И.Купринăн сăмахĕсенех илер: «Чĕлхе вăл – халăх историйĕ. Чĕлхе – цивилизаци тата культура патне хывăнакан çул. Çавăнпа та вырăс чĕлхине вĕренни тата упрани ытахальтен тунă ĕç мар, чун ыйтнă ĕç пулмалла».

Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче çак çула халалланă чылай мероприяти иртрĕ. Библиотекăн вулав залĕнче вырăс чĕлхипе сăмахĕ тăрăх пысăк стенд, «Словарьсем çинчен...» илемлĕ кĕнеке выставки хатĕрленĕ.

Кашни çыннах тĕрĕс калаçма, чĕлхене упрама тата ун культурине ÿстерме тивĕç. Ку енĕпе вĕренекенсене, акă, тематикăллă папкăсем пулăшаççĕ: «Справочниксемпе словарьсен тĕнчи», «Вырăс чĕлхин пуянлăх çÿпçи», «Калаçу культури», «Сăмаха мухтав сăмахĕ» (паллă çынсем вырăс чĕлхи çинчен калани), «Словарьсем пирки мĕн вуламалла;» Вĕсене тăтăшах пуянлатса тăратпăр.

Вырăс чĕлхипе литературин кабинетне кăçал çĕнĕрен хитрелетрĕмĕр, стендсемпе пуянлатрăмăр. Нумаях пулмасть вĕренекенсемпе пĕрле библиотекăри справкăлла литературăна тишкерÿ турăмăр.

Вырăс чĕлхипе литература преподавателĕ Э.П.Селенина вара кăтартуллă мероприяти йĕркелерĕ. Калаçу этикечĕпе ирттернĕ творчество вăййине «Вырăс сăмахĕ» кружока çÿрекенсем те активлă хутшăнчĕç.

Чăннипе, училищĕре ирттернĕ кашни мероприяти вĕренекенсен шухăшĕсене уçса пама май парать. Илнĕ пĕлÿ вара калаçу культурине ÿстерме пулăшать, чĕлхене хисеплеме вĕрентет.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 марта 2007
00:00
Поделиться
;