Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ

Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче куç курманнисен пĕрлешĕвĕн Вăрнарти вырăнти организацийĕн отчет конференцийĕ иртнĕ. Пĕтĕмлетÿллĕ пухăва Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен делегачĕсем, пĕрлешÿн Чăваш енри правленийĕн председателĕ Ю.Сергеев тата тĕп специалисчĕ Т.Осипова, ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви çумĕнчи инвалидсемпе ĕçлекен специалисчĕ Н.Ионова, район администрацийĕн социаллă хÿтĕлев пайĕн специалисчĕ И.Смолина хутшăннă.

Конференцире бюрон пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне тишкерсе пĕтĕмлетнĕ, тĕрĕслев комиссийĕн актне çирĕплетнĕ. Палăртмалла, бюро куç курман çынсен пурнăçне интереслĕ те пуянрах тума тăрăшать, культура мероприятийĕсене хатĕрлесе йĕркелет, тĕлпулусемпе конкурссем ирттерет. Республика шайĕнчи конкурссене те хутшăнмасăр юлмаççĕ. Бюро председателĕ Г.Мясникова та тав сăмахĕсене кăна тивĕç. Унăн ĕçне пурте пысăка хурса каланă.

Конференци кун йĕркинче, çавăн пекех, уйрăммăн сывлăха çирĕплетессипе, инвалидсен ĕçлеме пултараслăх шайне палăртассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă, уйăхсерен илсе тăракан укçа, социаллă çул çÿремелли хут хакĕ, куç курманнисемшĕн çуран çÿрекенсен çулĕсем меллĕ марри çинчен калаçнă.

Куç курманнисен пĕрлĕхĕн правленийĕ вырăнти организацие питĕ кирлĕ парне тунă – 60 инвалид валли туясем уйăрса панă. Тăваттăн – В.Михеева, З.Ижелеев, С.Емельянов, Л.Блинова – куç курманнисен пĕрлĕхĕн ветеран ятне тивĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 марта 2007
00:00
Поделиться
;