Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕтĕмлетÿсем тума вăхăт

Районти хуçалăхсен тата уйрăм çынсен утарĕсенче пыл хурчĕсем мĕнле хĕл каçни, вĕсене чир-чĕрсем аптратасран хăтарасси, пирĕн тăрăхра хурт-хăмăр ĕрчетесси епле аталанса пыни - çак тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă утарçăсен çуркуннехи семинар-канашлăвĕнче. Вăл çирĕпленнĕ йăлапа хальхинче те Вăрнарти 2-мĕш профессилле училищĕре иртнĕ. Пысăк опытлă хурт-хăмăр ăстисем, ку профессипе пĕлÿ илекенсем, хуртсем ĕрчетме пуçăнас текенсем тата ыттисем те – пĕр ĕçпе кăсăкланакансене чылай пухнă канашлу.

Семинар-канашлăва хутшăнакансене йышăннă май, чи малтанах 29-мĕш профессилле училище директорĕ Н.Васильев сăмах илнĕ, хурт-хăмăр ĕрчетнин пысăк пĕлтерĕшне тата усăллăхне палăртса хăварнă. Районти хуçалăхсенче пыл хурчĕсем çуркуннене мĕнле кĕтсе илнипе, хĕллехи уйăхсенче пулса иртнĕ çухатусемпе тата паянхи ĕç тĕллевĕсемпе Вăрнар тата Элĕк районĕсен тĕп зоотехник-утарçи И.Федоров паллаштарнă.

Пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетес пулсан, çулла обществăлла секторти утарçăсем хурт çемьисене ÿстерессипе, пыл туса илессипе, ытти продукцие хатĕрлессипе тата хĕле хатĕрленсе пĕтĕм вăя хурса тăрăшни курăнать.

Районта хальхи вăхăтра пĕтĕмпе обществăлла 15 утар тытаççĕ. Чи пысăкки «Хорнзор» хуçалăхра, 60 çемье таранах. Ытти хуçалăхсенче çемьесен шучĕ 50-ран пысăк мар. Юлашки çулсенче районта пĕчĕк утарсем те анлăланса, çирĕпленсе пыни палăрать. Пĕлтĕр «Хлебороб» тулли мар яваплă пĕрлешÿре те утар уçăлнине каласа хăвармалла.

Хурт ĕрчетес ĕçре, паллах, пыл туса илесси юлашки вырăнта мар. Пĕлтĕр, акă, вăтамран районĕпе пĕр çемьерен чи пысăк продуктивлăх хурăнсур-çармăссем кăтартнă – 15 килограмм. Вĕсем çулсеренех лайăх ÿсĕмсем тăваççĕ, хĕллехи тапхăра хуртсене тĕплĕн хатĕрлеççĕ.

Сивĕ кунсене пыл хурчĕсем мĕнле чăтса ирттернине пĕтĕмлетме те май пур халĕ. Шел пулин те, çемьесем пĕтнĕ тĕслĕхсем хуçалăхсенче те, уйрăм çынсен те пур. Çухатусен тĕп сăлтавĕ – апат çителĕксĕр пулни. Çакă хĕл ăшă килнипе те çыхăннă – малтанхи икĕ уйăхра хуртсем апата питĕ нумай пĕтернĕ, пыршăлăхĕсене каяшпа тултарса хунă. Ку вара хĕл каçма калама çук пысăк чăрмавсем кÿрет. Апла пулсан, малалла та çухатусем тÿсес мар тесен, вăхăта сая ямасăр йăвасене апатпа тивĕçтермелле.

«Паян пирĕн умри тĕллевсем паллă. Хуртсене вĕçтерме кăлариччен вĕсене вилсе пĕтме памалла мар, пĕтĕм условисем туса памалла, çав вăхăтрах çемьесене çĕнетсе ÿстерме тăрăшмалла. Кашни утарта амасем кăларассипе ĕçлемелле, çĕнĕрен утарсем уçмалла»,- палăртрĕ И.Федоров.

Семинар-канашлура, çавăн пекех, Вăрнарти районти ветеринари лабораторийĕн директорĕ Е.Анисимова хуртсен чирĕсене асăрхаттарассипе тата вĕсене сиплессипе çыхăннă ыйтусем çине хурав панă. Хурт-хăмăр ĕрчетессипе тимлекен Чăваш Енри агенствăн пуçлăхĕ, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Г.Максимов республикăри лару-тăрупа паллаштарнă, ку ĕçĕн малашлăхĕ анлă пулнине çирĕплетнĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, канашлу пыл куравĕпе вĕçленнĕ. Хальхинче те районти утарçăсем хатĕрленĕ пыла ятарласа суйланă жюри хак панă. Чи усăллă та техĕмлĕ пыл Хура Çырмари А.Алексеевăн тесе палăртнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем – Л.Дормидонтовпа (Оттикăвă) Н.Иванов (Хурăнсур Çармăс). Тăваттăмĕш вырăн йышăннă А.Орлянков (Кÿстÿмĕр) курава тăратнă пыла та лайăх енчен хакланă. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе, район администрацийĕн грамотисемпе, Г.Максимов хăй алă пусса кĕнекесемпе чысланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 марта 2007
00:00
Поделиться
;