Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мельпомена патĕнче хăнара

Чăваш ен Культура министерстви паян театр искусствине сыхласа хăварас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем  пурнăçлать. Ун пĕлтерĕшĕпе витĕмлĕхне ÿстерессипе йĕркелекен тĕрлĕ конкурс-фестивальсем, творчество каçĕсем, кăтартуллă спектакльсем çитĕнекен ăрăва та çак тĕлĕнмелле чаплă тĕнчене туртнипе вара савăнмалла кăна. Пурнăç чăнлăхне сăнлакан,  унăн çитменлĕхĕсемпе тÿнтер енĕсене çиеле кăларакан классика произведенийĕсем, ырăлăхпа усала уйăрма вĕрентекен юмахсем ачасен ăс-хакăл культурипе, чун-чĕрине пуянлатас ĕçре сумлă вырăн йышăнаççĕ.

Çакна юлашки çулсенче районти культура çуртĕнче кашнинче тенĕ пек драма кружокĕсем йĕркелени те яр уççăн çирĕплетет. Ача-пăча театр ушкăнĕсем хушшинчи конкурссем вара çулленхи йăлана кĕчĕç.

Сцена ăстисен профессилле уявĕ умĕн кăна-ха районти культура çурчĕ каллех çамрăксен пултарулăхĕн тупăшу вырăнĕ пулса тăчĕ. «Мельпомена патĕнче хăнара» республика конкурсĕн районти тапхăрĕ пĕтĕмпе вунă коллектива пуçтарчĕ.

Сцена çине кăларнă номерсем – кашни çыннн ачалăхри юратнă юмахĕсем, паллă писательсен произведенийĕсем. Санарпуçсем «Юрпике», пăваяльсем «Пукане» юмахсене, Кÿстÿмĕрсем «Хăравçă мулкач» юптарăва, хурăн-кăкшăмсем «Пистолет», чăрăшкас-хирлепсем «Асанне» сценкăсене, калининăсем «Пирĕн тус Бартино» юмах сыпăкне кăтартрĕç. Уйкас Кипекри культура çурчĕ çумĕнчи ачасен драма ушкăнĕ «Сармантей» юмаха çĕнĕлле лартса пачĕ, шăшие çăмартана çапса çĕмĕрнĕшĕн суд турĕ.

Мăн Явăшри тата Хăмăшри ачасем те куракансем умне çĕнетнĕ юмахпа - «Çарăкпа» - тухрĕç. Анчах иккĕшĕ те – икĕ тĕрлĕ. Хăмăшсем ăна паянхи çамрăксен «чăнкă» калаçăвĕпе пуянлатрĕç, кăтартуллăрах та ăнăçлăрах вылярĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ çак коллектив «Чи лайăх режиссер ăсталăхĕ» (руководителĕ – Галина Блинова) номинацире çĕнтерчĕç. Мăнук рольне вылякан Регина Галкина тата шăшие сăнарлакан Люба Блинова «Чи лайăх сăнар» номинацисенче палăрчĕç. Çавăн пекех ку номинацире Калининăри Алена Васильевапа (Фея) Галя Зоринана (Лĕпĕш) хакларĕç.

Ишлĕри культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕн «Ы» операци е Вырăс юмахĕсене çăлар-и;» постановки уйрăмах пурне те тыткăнларĕ. Пĕр юмаха пĕрлештернĕ тĕрлĕ юмахри сăнарсене ачасем аван калăпларĕç. Тухатмăш карчăках мĕне тăчĕ – Анастасия Чернова «Ăста калăпланă хĕрарăм ролĕ» номинацире пĕр сăмахсăрах çĕнтерчĕ. Ку ача-пăча коллективĕ вара «Чи лайăх вылякан ушкăн» ята тивĕçрĕ.

Тĕрĕссипе, чи пултаруллисене тĕрлĕ номинацире палăртрĕç. Калининăсем чи лайăх тумсемшĕн тата композицие музыкăпа пуянлатнăшăн Дипломсене тивĕç пулчĕç. Ку коллективри çамрăк артист Артем Мышкин арçын рольне (Буратино) ăста вылянипе палăрчĕ.

Ытти коллективсем те кăмăлсăр юлмарĕç. Конкурса активлă хутшăннăшăн Хисеп грмотисемпе пылак парнесене тивĕçрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 марта 2007
00:00
Поделиться
;