Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Прокуратура ĕçченĕсем тăлăх ачасене пулăшаççĕ

«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыркăмăллăх марафонĕ район çыннисен чунĕсенче усăллă ĕçсем тăвас туйăма çуратрĕ. Акци йĕркипе çывăх çынсен ăшшисĕр юлнă ачасене пулăшасси ÿсрĕ. Ку енĕпе уйрăмах район прокуратурин ĕçченĕсем ырă пуçару кăтартрĕç.

Прокуратура сотрудникĕсен хăйсен кулленхи ĕçĕнче телейсĕр шăпаллă ачасен прависене хÿтĕлессипе чылай тимлеме тивет. Тен, çакă та вĕсене чыслă ĕçе пуçăнма хистенĕ - кăçалхи вĕренÿ çулĕнче район прокуратури Калининăри шкул-интернатри 20 тăлăх-турата шефа илнĕ.

Иртнĕ шăматкун район прокуратурин коллективĕ каллех пĕчĕк туссем патĕнче пулнă. Паллах - парнесемпе, кучченеçсемпе. Çĕнĕ волейбол мечĕкĕсене кунта пурăнакан-вĕренекенсем тÿрех «тĕрĕслесе» пăхнă - спортзалта ăмăртусем старт илнĕ. Хăнасем чи малтанах шкул-интернатăн педагогĕсемпе, унтан аслă классенче вĕренекенсемпе волейболла выляса тупăшнă.

Саккунлăха сыхлакансем тăлăх ачасене манманни, пулăшма тăрăшни - çав тери сăваплă ĕç. Каникул вăхăтĕнче пушшех те. Кунта вĕренекенсенчен чылайăшĕ килĕсене саланнă ĕнтĕ, тăлăх-туратсене кăна никам та кĕтмест. Çавăнпа та тараватлă, ырă чунлă хăнасене вĕсем чĕререн тав тăваççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 марта 2007
00:00
Поделиться
;