Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар Индипе çывăхланчĕ

Индире ÿкернĕ хĕрÿллĕ те чуна тыткăнлакан, пĕр йĕртекен, пĕр култаракан фильмсем камăн чĕринче йĕр хăварман-ши; Ахăртнех вĕсене пăхнă хыççăн кашниннех çак хĕвеллĕ çĕр-шывра пулса курас, ун пуян культурипе, кăсăклă йăли-йĕркипе тĕплĕнрех паллашас туйăм çуралнă-тăр. Паллах, чылайăшĕн ку - пурнăçланайман ĕмĕт кăна...

Вăрнарти историпе краеведени музейĕ вара хĕвел-тухăç çĕр-шывне çывăхлатма пултарчĕ. Иртнĕ эрнере кунта уçăлнă «Индин илемлĕ куçĕсем» куравĕ район çыннисемшĕн чăн-чăн парне пулса тăчĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри хулисем хыççăн пирĕн музейра вырăн тупнă фотовыставка Çĕпĕрти «София» наукăпа культурăна тата искусствăна пулăшакан регионсем хушшинчи обществăлла организацирен «килсе çитнĕ».

Фотокуравăн илемĕпе пуянлăхне сăмахпа калаймăн, çырса параймăн. Сăн ÿкерчĕкĕсем - 2000 çулта Индире экспедицире пулнă вăхăтра ÿкернĕ ĕçсем. Пĕтĕмпе пилĕк авторăн: В.Асмирко (Мускав) тата В.Израсцов (Новосибирск) профессионал-фотографсен тата Е.Польченков, В.Климов, А.Хроменков (Кемерево) фото ĕçне юратакансен. Инди йăли-йĕркипе ун çыннисемсĕр пуçне, вĕсен ытларах пайĕнче Николай Рерих паллă художникăн çемйи пурăннă тата ĕçленĕ вырăнсене сăнланă. Акă, Елена Рерихăн чÿречинчен курăннă Çветтуй М. ту. Кунтах «Кулу айлăмĕнчи юр асамлăхĕ».

Тĕрĕссипе, Индире Рерихсене паян кун та чыслăн сума сăваççĕ. «Пуджов день памяти Е.И.Рерих» сăн ÿкерчĕкре, акă, Елена Рериха асăнакан куна ÿкерсе илнĕ. Вăл уйрăмах традицисемпе пуян.

Куравăн кăсăклă тепĕр енне те палăртмасăр иртме çук. Кашни фото айĕнче вырăн тупнă сăвăсем, акă, ăна пушшех те чĕрĕлĕх кĕртеççĕ. Ытларахăшĕ - Зинья Дугикован, 50 ытла кĕнеке авторĕн. Хайлавĕсем - пĕтĕмпех çветтуй вырăнсенче çуралнисем. Çавăн пекех экспедицире пулнă тепĕр икĕ авторăн - Владивостокри Виктор Тузлуковпа Кемеровăри Надежда Храменкован – сăввисем те Инди сывлăшĕпе «сывлаççĕ».

Тĕрĕссипе, тĕнче культурипе кăсăкланакан, çĕннине курма-пĕлме тăрăшакан кашни çынах çак курава çитсе курма тивĕç. Районти хăш-пĕр шкулта вĕренекенсем унпа паллашма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Чи пĕрремĕшсем вара Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул ачисем пулчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 марта 2007
00:00
Поделиться
;