Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вячеслав Ластухин - Раççей чемпионĕ

Район историйĕнче ку таранччен çамрăксем хушшинче çакнашкал пысăк çитнÿ тăвакан пулманччĕ-ха. Аслисенчен пур, вăл район мăнаçлăхĕ - Айкăшри Виктор Андреев тĕнче рекордсменĕ.

Вячеслав Ластухинăн та спортри малашлăхĕ пысăк. Республикăри, Раççейри чылай турнирта темиçе хутчен те призлă вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕ çамрăк спорт мастерĕ.

Юниорсем хушшинче йывăр атлетика енĕпе Воронеж хулинче иртнĕ Раççей первентсвинче вара Вăрнар каччи республика чысне хÿтĕленĕ. Шупашкарти олимп резервин ятарлă вăтам училищинче Геннадий Геннадьевич Иванов (сăмах май, вăл та пирĕн ентеш) патĕнче ăсталăха туптакан çамрăк спортсмен штангăна рывокра 136 килограмм, тĕксе 166 килограмм таран çĕклеме пултарнă. Икĕ енлĕ кĕрешÿре вăл пуçтарнă 302 килограмм - чи лайăх результат. Çапла вăл ылтăн медале тата çĕнтерÿ пьедесталĕн чи çÿллĕ пусми çинее хăпарма  тивĕçнĕ.

Çамрăк спортсмена чаплă çĕнтерÿпе саламланипе пĕрлех, ку çитĕнÿре пĕрремĕш тренерăн – Юрий Павлович Агиловăн - тÿпи те пысăк пулнине палăртмалла. В.Ластухина йывăр атлетикăпа туслашма, малтанхи ÿсĕмсене тума шăпах вăл пулăшнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 марта 2007
00:00
Поделиться
;