Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ахаль ларма вăхăт çук

Туçи Мăрат шкулĕнче ĕç вĕресе тăрать. Кашни кунах уроксем хыççăн тĕрлĕ  мероприятисем пулса иртеççĕ. Шкул ачисен пурнăçĕ интереслĕ ирттĕр тесе класс ертÿçисемпе аслă вожатăй,  Валентина Петровна Петрова, нумай тăрăшаççĕ.

Акă арçын ачасем хушшинче иртнĕ «Форд Боярд» вăййах илер. Унта пур класри арçын ачасем те хутшăнчĕç. Кĕçĕн класра вĕренекенсем те хĕпĕртесех вылярĕç. Çĕнтерÿçĕсене парнесем тата грамотăсем парса чысларĕç.

Хĕрачасем «Ай-хай, хĕр пĕрчисем» конкурсра тупăшрĕç. Конкурса аслă вожатăй тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ертсе пыраканĕсем - 8-мĕш класри Настя Павлова тата  9-мĕш класри Марина Миронова. Ăмăртакансем икĕ ушкăна пайланса чылай конкурсра вăй виçрĕç. Пĕр ушкăнĕ – «Çеçпĕл», тепри – «Хĕвел». Жюри хăш ушкăн маттуртараххине, тавçăруллăраххине тата пултаруллăраххине тĕрĕслерĕ. Икĕ ушкăн та питĕ хастар пулчĕ, анчах та «Çеçпĕл» мала тухрĕ. Вăл çак хĕрсене пĕрлештерчĕ: А.Кустина, Н.Трофимова, И.Самсонова, А.Никифорова, К.Максимова. Вĕсене Хисеп грамотисем парса чысларĕç.

«Шкул пики» конкурса 7-11классенче вĕренекен хĕрачасем хутшăнчĕç. Пикесем тĕрлĕ конкурссенче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Нарспи ролĕнче пулса курчĕç. Чăваш тумĕ тăхăнса кĕвенте çине витресем çакса утма пĕлнине сăнарлăн кăтартса пачĕç. Хĕрачасем юрă юрлама, тĕрĕ тĕрлеме анчах мар, тĕрлĕ халăх ташшине ташлама пĕлнине те курса ĕнентĕмĕр. Мĕн тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç пĕçерме пĕлмеççĕ пулĕ тата; Техĕмлĕ çимĕçсемпе жюрие сăйларĕç.

Çапла вара «Ылтăн аллăли» ята илме К.Семенова  тивĕç пулчĕ. «Чи пултарулли» - В.Углова, «Чи сăпайли» - В.Николаева, «Чи илемли» - Н.Павлова, «Чи илĕртÿлли» - И.Самсонова. Пикесене хаклă парнесем парса чысларĕç. Малалла та пысăк çитĕнÿсем туса пыма сунчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 апреля 2007
00:00
Поделиться
;