Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Депутат парнисемшĕн

Иртнĕ шăматкун Вăрнарти спорт комплексĕ каллех республикăри кĕрешÿçĕсене пуçтарчĕ. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн-хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕн Владимир Свешниковăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ республика турнирне Шупашкар, Канаш хулисен, Шупашкар, Красноармейски, Канаш, Вăрмар, Йĕпреç тата Вăрнар район командисем – пĕтĕмпе вунпĕр - хутшăнчĕç. Çавăн пекех Чулхула облаçĕнчи тата Ульяновск хулинчи спортсменсем килсе çитрĕç.

Тытăçусем пĕтĕмпе 18 виçе категорийĕнче иртрĕç. Чемпион титулне çĕнсе илессишĕн кавир çине 198 кĕрешÿçĕ тухрĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе пирĕн район спортсменĕсем республикăра, Раççейре, тĕнче шайĕнче ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Ку турнирта та çамрăксем лайăх результатсем кăтартрĕç. Палăртма кăмăллă – кашни виçе категорийĕнчех çĕнтерÿçĕсем пур. Вĕсем: Ира Емельянова, Алексей Васильев, Михаил Тукмаков, Михаил Васильев, Юра Иванов (Вăрнар), Анжела Бычкова, Таня Александрова, Настя Ишмейкина, Ира Ишмейкина, Дима Иванов (Пăртас) – бронза призерсем.

Харпăр хăй виçе категорийĕнче çавăн пекех Марина Тимофеева (Пăртас), Петр Квасов (Мăн Явăш), Руслан Кадыков (Вăрнар) кĕмĕл призерсем пулса тăчĕç.

Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Елена Сладкова, Ирина Львова, Оля Илларионова, Рома Львов, Алексей Уткин, Дима Яковлев, Иван Сладков, Сергей Львов тата Мăн Явăшри Леня Платонов чи лайăх результатсем кăтартрĕç - ылтăн медальсене тивĕçрĕç.

Çакнашкал пысăк мероприятие ирттерме пулăшнăшăн, ирĕклĕ майпа кĕрешессине аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕ ăмăрту йĕркелÿçине – ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне-хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорне В.Свешникова* ăмăрту спонсорне – ирĕклĕ майпа кĕрешессипе районти федераци президентне-Вăрнар райпо председательне В.Федорова* тренерсене – В.Трофимова, Ю.Львова, А.Павлова, А.Воробьева, Ю.Агилова чĕререн тав тăвать.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 апреля 2007
00:00
Поделиться
;