Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Химик» - чи вăйли!

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн «Химик» футбол команди çуллахи вăйăсенче Чăваш ен кубокне темиçе çул харăс выляса илчĕ, республика чемпионатĕнче мала тухма пултарчĕ.

Юлашки çулсенче вăл республика чемпионачĕн хĕллехи футбол вăййисенче те ăнăçлă выляма тытăнчĕ. Кăçал, акă, пĕрремĕш дивизионра пĕрремĕш вырăна тухрĕ.

Республика чемпионачĕн пĕрремĕш дивизионĕнче ку сезонри вăййисенче пĕтĕмпе вунпĕ команда тупăшнă. «Химик» çичĕ тĕл пулăва çĕнтерÿпе вĕçленĕ, 28 очко пухнă.

Иккĕмĕш вырăна тухнă Шупашкарти «Крылья-2» командăн икĕ очко сахалрах. Виççĕмĕш вырăнта – Шупашкарти «Ника» команда.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 апреля 2007
00:00
Поделиться
;