Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Иккĕмĕш ача çурат – пулĕ сан сертификат

Амăшĕн капиталĕ çинчен калакан указ вăя кĕнĕ хыççăн халăхра тĕрлĕ сас-хура çÿрерĕ. Çĕнни яланах хăратать тенешкел, çынсем ун пирки пулмасла япала пек калаçрĕç, теприсем ĕненÿллĕн савăнчĕç.

Паллах, иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн 250 пин тенкĕ тÿлеме йышăнни çуратакансен йышне нумайлатма, çĕр-шывра демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшĕ. Çавăн пекех ку правительство амăшĕпе ачана хÿтĕлес тĕлĕшпе тунă пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕç.

Çак укçапа амăшĕсен виçĕ çултан, анчах тĕллевлĕ - çурт-йĕр, хваттер туянма е çĕклеме, ачасене вĕрентме, амăшĕн пенсийĕн пухăнакан пайне пуянлатма - усă ккурма юрать. Анчах «амăшĕн капиталне» «чĕкĕ» укçан мар, сертификатпа параççĕ.

Ку программăна лексе иккĕмĕш тата виççĕмĕш пепке кун çути кăтартнă районти икĕ хĕрарăм сертификатсене савăнăçлă лару-тăрура илчĕç. Вĕсем – Лариса Антонова тата Светлана Ченчукова.

Хаклă документсене тыттарнă май, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов тата РФ Пенси Фончĕн Чăваш енри уйрăмĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн начальникĕ Людмила Редькова йăха тăсакансене тĕреклĕ ачасем çитĕнтерме çирĕп сывлăх, телей сунчĕç.

Район администрацийĕн загс пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал паянхи куна 97 ача çут тĕнчене килнĕ, вĕсенчен 45 проценчĕ сертификатсем илме тивĕçлĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 апреля 2007
00:00
Поделиться
;