Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар йĕлтĕрçисем те Раççейре палăрчĕç

Йĕлтĕрçĕсем тесенех чĕлхе çинче районти паллă спортсменкăсен ячĕсем выляна пуçлаççĕ: Галина Павлова, Эльвира Чугунова. Çамрăкрах ытти хĕрпе каччă та пур, анчах паян манăн шăпах çак икĕ маттур хĕрарăм çинче чарăнса тăрас килет.

Полиатлон, çăмăл атлетика, йĕлтĕр спорчĕ – пĕлетĕн, ку тĕссен кашни ăмăртăвĕн таблицинчех Хапăс тăрăхĕн хĕрĕсем çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. Результачĕсем çулран-çул лайăх. Юлашки пĕр тĕслĕхе кăна илсе кăтартас килет. Галина Павлова, акă, уйăх пуçламăшĕнче Шăхасан салинче иртнĕ ял спорчĕн республикăри хĕллехи III вăййисенче полиатлонра 264 чоко пухса спорт мастерĕн нормативне ирттерсе пурнăçланăччĕ. Юлташĕ те -  Эля Чугунова – ун чухне ăнăçлă ăмăртрĕ. Спортри ăсталăхĕпе талпăнулăхне, пултарулăхне кура вĕсене иккĕшне те Ял спорчĕн Пĕтĕм Раççейри хĕллехи III вăййисен финалне хутшăнма суйласа илнĕччĕ. Вăл вара Омск хулинче мартăн 14-19-мĕшĕсенче иртнĕ.

Ку ăмăртура та Вăрнар район йĕлтĕрçисем малтисен ретĕнче пулма тивĕççине çирĕплетнĕ. Галя Павлова нумай енлĕ кĕрешÿре Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Полиатлон программипех ирĕклĕ майпа чупса 5 километрлă дистанцие ăнăçлă вĕçленĕ. Хыççăнах 10 километрлă дистанцире ирĕклĕ майпа чупса чи лайăх результат кăтартма пултарнă.

Эля Чугунова йĕлтĕр спорчĕн виçĕ тĕсĕнче ăмăртнă: классика – 5 километр, 2х2 эстафета – 5 километр тата чупу – 10 километр.

52 командăран чăваш хĕр-каччисем пĕтĕмĕшле кăтартупа 6-мĕш вырăн йышăннă. Кунта пирĕн район спортсменкисен те тÿпи курăмлă.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 апреля 2007
00:00
Поделиться
;