Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кашнин пултăр ыр йăла: пурăнар тасалăхра!

Шел, çурхи кунсем ăшă çанталăк кăна илсе килмеççĕ. Чуна пăшăрхантараканни - юр айĕнчен тĕнче умне тухса выртакан тасамарлăк. Мĕн кăна çук пулĕ унта: тĕрлĕ ăпăр-тапăр, çуп-çап купи... Тавралăх илемне пăсаççĕ çеç мар вĕсем, çын сывлăхне те сиен кÿреççĕ.

Йĕркелĕхе çамрăкран хăнăхтарас тесе юлашки çулсенче çак ыйтăва вĕрентÿ учрежденийĕсем те çивĕччĕн хускатаççĕ. Вăрнарти 29-мĕш училищĕри «Эпĕ сывă пурнăç йĕркишĕн» кружока çÿрекенсем те акă черетлĕ наукăпа практика конференцине тасамарлăхпа кĕрешессине халалланă.

Сăмах май каласан, кружока ертсе пыракан Елена Артемьевна Михайлова, хими, биологи, экологи предмечĕсене вĕрентекенскер, кашни мероприятирех паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ те пĕрремĕш планра тăракан ыйтусене хускатма тăрăшать. Иртнĕ конференцире, сăмахран, ачасем пирус сиенĕ пирки тишкерÿллĕ калаçу ирттернĕччĕ.

Ку хутĕнчи тема – «Йăлари çÿп-çап тăван тавралăха сиен кÿни». Экологин çивĕч ыйтăвне хăйсен докладĕнче пĕрремĕш курсра вĕренекенсем – Лариса Семенова, Алексей Фадеев, Алина Демьянова, Мария Михайлова, Наталия Михайлова, Ольга Федорова, Эмилия Кондратьева, Наталия Семенова – тĕплĕн тишкернĕ, çынсене йĕркелĕхе хăнăхтармалли меслетсене шыранă.

Конференцие хутшăннă училище ĕçченĕсем – директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ О.В.Яковлева, професси вĕрентĕвĕн мастерĕсем Ю.А.Павлов, В.И.Панькова, спецдисциплинăсен преподавателĕ В.И.Зайцев тата Г.Н.Приезжева библиотекарь суйласа илнĕ тема вĕренекенсемшĕн усăллине, вĕрентÿллине палăртнă. Çамрăк ăрăва вĕсем яланах тирпейлĕ пулма, тасалăхра пурăнма вĕрентсе каланă.

Паллах, кирек мĕнле мероприяти тĕлне те тĕплĕн хатĕрленмелле. Ку конференцие акă кĕнеке выставкипе, плакатсемпе пуянлатнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 апреля 2007
00:00
Поделиться
;