Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сăрлатпăр, ÿкеретпĕр

Эпĕ Çĕрпелти вăтам шкулта 3-мĕш класра вĕренетĕп. Ытти ачасемпе пĕрле ялти культура çуртне художество кружокне çÿретĕп. Пире ÿкерме Мария Порфирьевна Васильева вĕрентет. Вăл тивĕçлĕ канура пулин те пирĕнпе кăмăлтан ĕçлет.

Кружок 2-10-мĕш классенчи 31 ачана пĕрлештерет. Ĕç хатĕрĕсене Светлана Иосифовна Ивашкова клуб директорĕ туянса пачĕ. Малтанах эпир альбом хучĕ çине акварельпе ÿкеретпĕр. Лайăхрах ÿкерекенсене Мария Порфирьевна оргалитпа холст çине куçарма ирĕк парать, вĕсем çуллă краскăпа усă кураççĕ. Холст çине ÿкерес килнипе эпир те, кĕçĕннисем, тăрăшма пуçларăмăр. Хут çине ытларах хĕллехи вăрмана, уй-хире, кайăксене, килти выльăха сăнлатпăр. Марта Ивановапа Вика Антонова натюрмортсем ÿкерме юратаççĕ.

Нумаях пулмасть культура çуртĕнче хамăр ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕмĕр. Унпа атте-аннесем кăсăкланса паллашрĕç. Эпир вĕсене концертпа та савăнтартăмăр. Çавăн пекех пурне те пирĕн выставкăна килсе курма йыхравлатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 апреля 2007
00:00
Поделиться
;