Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çемйипех – старта!

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, «Единая Россия» фракци членĕ Павел Семенов пуçарăвĕпе республикăра йĕркеленĕ çак акци пирĕн районта чăннипех рекорд çапрĕ. Спорт ăмăртăвĕсене çемьесем çапла йышлăн хутшăнни тахçанах пулманччĕ-ха. Тĕпрен илсен вĕсенче 7- 8 е ытах та 10 çемье вăй виçетчĕ. Ку хутĕнче вара П.Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн старта 23 (!) çемье тухрĕ.

Шăматкун Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексĕ савăнăçлă сассемпе кĕрлесе кăна тăчĕ. Ăмăртусем пуçланиччен вăй-хал хусканăвĕсенче пиçĕхнĕ çемьесем кашни тапхăртах мала тухма ăнтăлчĕç. Икĕ ушкăнра çемье эстафетин ултă тĕсĕнче вăй виçрĕç вĕсем.

Каламалла, эстафетăна хутшăнакан çемьесенчен ытларахăшĕн спортри кăтартăвĕсем начар мар. Чылайăшĕ районти ăмăртусенчен яланах хастар, иккĕш-виççĕш республикăра та ырă ятпа палăрма пултарнă.

Тĕрĕссипе, аслисен ырă пуçарăвĕсĕр çамрăк ăрăва нимĕнле ĕçе те явăçтарма çук. Спортра та çаплах. Енчен те ашшĕ-амăшĕ сывă пурнăç йĕркине куллен тытса пырать-тăк, ачисем те çак туртăмпах «сывлама» пуçлаççĕ. Çакнашкал ăмăртусем вара вĕсен чун хавалне ÿстереççĕ, çĕнтерÿ патне талпăнма хистеççĕ. Акă Вăрнарти Татьянăпа Владимир Федоровсен ывăлĕ – Владимир - тăваттăра кăна-ха, апла пулин те ун чунĕнче спорт кăсăкланăвĕ çирĕп тĕв илнĕ. Ку çемье тивĕçлипех «Чи çамрăк çемье» номинацире палăрчĕ.

Вăрнарти Людмилăпа Александр Порфирьевсем тата вĕсен Антон ывăлĕ – «Çулĕпе чи аслă çемье», Мăньял Хапăсри Надеждăпа Юрий тата Ирина Тикиневсем, Мăн Явăшри Альбинăпа Лида тата Александр Фоминсем «Чи хастар çемье» номинацисенче палăрчĕç.

Вăрнарти Ольăпа Иван Федоровсен тата Костя ывăлĕн спорт туртăмĕ пысăк пулнине уйрăммăн палăртмалла. Ку таранччен районти, республикăри массăллă ăмăртусенчен пĕрре те юлман. Уйăх каялла кăна-ха вĕсен çемйинче йыш хушăннă, апла пулин те кил хуçи хĕрарăмĕ ыттисемпе тан старта тухрĕ. Ырламалла! Ахальтен мар вĕсене «Çĕнтерÿ патне ăнтăлакан çемье» номинацире хакларĕç.

Çавăн пекех ăмăртусенче пысăк активлăх кăтартнăшăн, çÿлерех асăннă ытти номинантсем пекех, Павел Семенов депутатăн хаклă парнисене – DVD-плеерсене – Туçи Çармăсри Марковсем, Калининăри Захаровсем тата Вăрнарти Малицкийсем тивĕçрĕç.

«Единая Россия» фракци членĕ П.Семенов пуçарнă «Çемйипех – старта!» эстафетăн тĕп çĕнтерÿçисем вара 9 çул тултарайман ачаллă çемьесен ушкăнĕнче Ярмушкари Наташăпа Георгий Сорокинсем тата 13 çул тултарайман ачаллă çемьесен ушкăнĕнче Шĕнер Ишекри Лида, Сергей тата Николай Самоновсем пулса тăчĕç, тĕслĕ кăтартакан телевизорсем çĕнсе илчĕç.

Иккĕмĕш вырăншăн Кÿстÿмĕрти Алевтина, Диана тата Станислав Политовсем, Шĕнер Ишекри Лида, Валерий таат Александр Григорьевсем музыка центрне тивĕçрĕçрĕç.

Виççĕмĕш вырăна тухнисене Вăрнарти Татьяна, Кристина тата Дима Чугуновсене тата Сăкăтри Светлана, Александр тата Владимир Михайловсене DVD-плеерсем парнелерĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 апреля 2007
00:00
Поделиться
;