Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çураки – яваплă тапхăр

Хальхи вăхăтра машина-трактор паркĕсенче ĕç шавĕ татăлмасть. Мĕншĕн тесен «Тракторсемпе прицепсен, хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти машинăсен патшалăх техника тĕрĕслевĕ çинчен» положенийĕпе килĕшÿллĕн çурхи ĕçсем пуçланиччен тракторсене, вĕсен прицепĕсене тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла.

Техосмотр пирĕн районта пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче пуçланчĕ. Тĕрĕслев комиссийĕ графика пăхăнса тĕрлĕ хуçалăхсене çитсе курчĕ. Акă «Санары» агрофирмăрамĕн пур ял хуçалăх машинине пĕр рете лартнă. Комисси тĕрĕсленĕ хыççăн 11 тракторпа 8 прицеп та юсавлă пулнине çирĕплетнĕ. Ахăртнех, В.Павлов тĕп инженерпа Г.Степанов механик, А.Скворцов, Е.Яковлев, В.Крипчаков, В.Степанов тата ытти механизаторсем хăйсен тивĕçне яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. «Янгорчино», «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсен ĕçченĕсем çакăн пек ырă сăмахсене чăннипех тивĕçлĕ.

Техникăна ял хуçалăх «чĕри» тетпĕр. Унсăрăн пĕр ĕç те пурнăçланмасть. Çапах та хăш-пĕр хуçалăхсенче тĕрĕслеве хатĕрленмен. Вĕсен шутне «Абызово», «Гвардеец», МТС «Яуши», «Родина», «Агроинвест», «МТС» кооперативсем кĕреççĕ. Патшалăх техника асăрхавĕн районти тĕп инженер-инспекторĕ И.Тимофеев каланă тăрăх, çак хуçалăхсенче çуракине вăхăтра тата тухăçлă ирттерме тăрăшни пачах та курăнмасть-ха. Районта паян-ыран ака-суха ĕçне пуçăнмалла. Асăннă кооперативсенче вара техникăна уй-хире тухма хăçан хатĕрлесе çитерĕç; Ака уйăхĕнче ыйхă – авăн уйăхĕнчи хуйхă» тенине, вĕсен асрах тытасчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 апреля 2007
00:00
Поделиться
;