Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Конкурс чи маттуррине палăртрĕ

«Çулталăкри чи лайăх вĕренекен» конкурсăн кăçалхи финалне сакăррăн тухрĕç: Егор Быков (Хапăс), Алевтина Фомина (Мăн Явăш), Иван Иванов (Туçи Çармăс), Владимир Тимофеев (1-мĕш шкул), Андрей Максимов (Кульцав), Артур Назаров (Аçăмçырми), Александр Николаев (Хирпуç) тата Игорь Михайлов (Чăрăшкас Хирлеп). Вĕсем – анлă тавракурăмлă, ăслă-тăнлă çеç мар, художниксем те, артистсем те, пĕр сăмахпа каласан шкулăн чи хастар вĕренекенĕсем.

Районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Н.Иванов конкурсантсене вĕренÿре, малашнехи пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.

Вĕренекенсен пултарулăхĕ вара тĕрлĕ конкурсра палăрчĕ: «Кам эпĕ;», «Тупикран тухасси», «Живопись шедеврĕсем», «Шухăшлав çĕршывĕнче», «Хура ещĕк». Сцена çинче хăвна кăтартасси - çăмăл ĕç мар. Анчах участниксем пур задание те хумханусăр пурнăçларĕç. Фантазисен вĕçĕ пулмарĕ те пуль.

Çапла пĕтĕмĕшле кăтартупа «Çулталăкри чи лайăх вĕренекен – 2007» ята Хапăсри шкулти Егор Быков çĕнсе илчĕ.

Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – А.Фомина тата И.Иванов.

Ытти конкурсантсене тĕрлĕ номинацире хакларĕç: В.Тимофеев – «Пултарулăх тата артистизм», А.Николаев – «Конкурс шанчăкĕ», А.Назаров – «Илемлĕх тÿпинче», А.Максимов – «Çивĕч шухăшлав».



"Çĕнтерÿ çуле"
11 апреля 2007
00:00
Поделиться
;