Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Космонавт медалĕ

Эрнесерен тухса тăракан «Московский комсомолец» в Чебоксарах» хаçат вунă çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа «Мир Луксор» кинотеатрта ирттернĕ уява хутшăннисем элита йытăсен выставкине курса, вырăнти медиа-холдинг артисчĕсен юррисене итлесе киленчĕç, «Любовь-морковь» фильм пăхрĕç.

Уявра çавăн пекех хаçатăн хастар корреспонденчĕсене парнесемпе чысларĕç. Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн пресс-службине, Культура министерствине, Вĕрентÿ министерствине, ытти пресс-службăсене «МК» в Чебоксарах» хаçатăн Тав çырăвĕсене пачĕç.

Журналистсем те наградăсемсĕр юлмарĕç. «МК» в Чебоксарах» хаçатăн тĕп редакторне Михаил Тихонова, акă, А.Г.Николаев летчик-космонавт медалĕпе чысларĕç. Медале Раççей Космонавтика ассоциацийĕ çирĕплетнĕ. Сăмах май калас-тăк, Михаил Федорович Тихонов унччен Вăрнар районĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакторĕнче тимленĕ. Пысăк наградăна тивĕçнĕ ятпа ĕçтеше хĕрÿллĕн саламлатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 апреля 2007
00:00
Поделиться
;