Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лайăх сорт акакан – пысăк тухăç илекен

Паян-ыран çуракине тухмалли чухне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче вăрлăх пахалăхĕ мĕнле пулнине кăтартаканĕ таблицăна тишкернĕ май («Çĕнтерÿ çулĕ», пуш уйăхĕн 31-мĕшĕ) çакăн пек шухăш патне килсе тухатăн – пахалăхлă ĕçлесе пысăк тупăш илме ĕмĕтленекен «Хорнзор», «Победа», «Янгорчино», «Агрохмель», Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, «Кольцовкăпа» «Санары» агрофирмăсенче, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тĕрĕсленĕ тырă 100 проценчĕпех кондицие ларнă. Паха вăрлăх лайăх «çимĕç» паратех. Ученăйсем тĕпченĕ тăрăх, ял хуçалăх культурисенчен 20-25 проценчĕ мĕнле сорт акса-лартса çитĕнтернинчен килет. Паха сортсем çинчен каласа пама эпир Вăрнарти сортсем сăнакан участокăн заведующине Валентина Николаевна Егорована ыйтрăмăр.

- Валентина Николаевна, сирĕн организаци «Госсорткомиссия» ФГУн филиалĕ пулнă май мĕнле культурăсене сăнаса тĕпчес енĕпе ĕçлет;

Чи малтанах калас пулать, «Госсорткомиссия» ФГУн филиалĕсем пирĕн республикăра тăваттăн шутланаççĕ: Вăрнар, Шупашкар, Комсомольски, Улатăр районĕсенчи сортсем сăнакан участоксем. Пирĕн ĕç коллективĕ ыттисемпе тачă çыхăнса ĕçлет, мĕншĕн тесен пурин те пĕр тĕллев – хамăр тăрăхри условисенче çитĕнмсе пултаракан, пысăк тухăç паракан сортсене тупса палăртасси. Пирĕн тыр-пулăн выльăх апачлăх культурисен, сахăр кăшманĕн, çĕр улмин сăнав лаптăкĕсем пур. Вĕсене çăвĕпех пăхса-асăрхаса тăратпăр, ÿсен-тăрансенче мĕнле улшăнусем пулса иртнине, вĕсем еплерех çанталăк условийĕсене чăтма пултарнине, культурăсен тухăçлăхне 3 çул таран сăнаса пыратпăр, кĕрхи культурăсене çĕр-улми – 4-5 çул. Тата пирĕн сăнав участокĕ продукци валли те ял хуçалăх культурисем акса-лартса çитĕнтерет. Çак ĕçе «Янгорчино» кооперативпа пĕрле пурнăçласа пыратпăр.

- Çураки те çитрĕ темелле. Паян-ыран ак хресченĕн ака-суха ĕçне тытăнмалла. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин уй-хирĕнче çитĕнтерме мĕнле сортсене патшалăх реестрне кĕртнĕ;

«Мĕн акатăн, çавă шăтать»,- тенĕ мĕн авалтан пирĕн мăн асаттесем. Çавăнпа вăрлăх пахалăхлă пулмалла. Акă, сортсене сăнаса тĕпченĕ хыççăн республикăра уй-хирĕнче çаксене çитĕнтерме сĕнеççĕ: çурхи тулă – «Московская 35», «Приокская», «Прохоровка», «Лада», «Пирамида», сĕлĕ – «Аргамок», «Адоло», «Привет», «Козырь», «Галоп», пăрçа – «Труженик», «Орловчанин», «Норд», «Казанец», урпа – «Биос 1», «Гонар», «Дина», «Зазерский 85», «Эльф», çĕр улми – «Невский», «Пушкинец», «Голубизна», «Удача», «Елизавета», «Никулинский», «Петербургский», «Мастер», «Розара», «Олимп», «Бранницкий». Çавăн пекех кĕрхи тырăсен çак паха сорчĕсене палăртмалла: «Мироновская 808», «Заря», «Московская 70», «Безенчукская 380», «Казанская 285», «Волжская К» (тулă), «Чулпан», «Восход-2», «Кировская», «Безенчукская 87», «Фаленская 4» (ыраш), «Привада»,, «Тальва» (тритикале). Сăмах май, эпир хамăр участокра кашни çулах культурăсен тĕрлĕ сорчĕсене акса-лартса сăнатпăр.

- Валентина Николаевна, юлашки çулсенче хăвăрт туса ирттернĕ тĕпчев – сăнав ĕçĕсем пирки мĕн калама пултаратăр;

Çурхи туллăн «Ирень», «Эстер», кĕрхи туллăн «Казанская 285», «Волжская К» тата ырашăн «Фаленская 4», сĕллĕн «Привет», пăрçан «Казанец», çĕр улмин «Олимп», «Чайка», «Марс» сорчĕсем пирки уйрăмах лайăххине кăна каламалла. Акă «Ирень» тыррах илер. Ăна ял хуçалăх производство предприятийĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхсенче çитĕнтерни питĕ тупăшлă. Çак сортра белок хисепĕ 32-34 процент, таранах пулать. «Марс» çĕр улмин вара тухăçлăхĕ пысăк: гектар пуçне 400-450 центнер. Çак «иккĕмĕш çăкăр» чир-чĕрпе те сахал сиенленет, крахмал хисепĕ те 14-16,5 процент.

Хамăр участокра туса ирттернĕ сăнав-тĕпчев ĕçĕсем хыççăн çак çÿлерех асăннă тĕштырă, çĕр улми сорчĕсене пурне те республикăра акса-лартса çитĕнтерме ял хуçалăх культурисен реестрне кĕртнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 апреля 2007
00:00
Поделиться
;