Паянхи çивĕч ыйту
Поселокра пурăнакансемшĕн çулсеренех çуркунне ĕçмелли шыв ыйтăвĕ çивĕччĕн тухса тăрать. Паянхи кун та пĕри те пĕри шыв пахалăхĕ начарри, тĕсĕпе те тутипе те тивĕçтерменни пирки калать. Пысăк çуртсенче 4-мĕш, 5-мĕш хутсенчи хваттерсенче пурăнакансем вара хăйсем патне шыв пачах та хăпарса çитменни çинчен пăшăрханса пĕлтереççĕ. Мĕнпе çыхăннă çакă; Кăткăс лару-тăрăва татса парас тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса ирттермелле; Вĕсене пурнăçлама хатĕр-и шыв парассишĕн яваплă предприятисемпе организацисем;
Çак ыйтусене пăхса тухса, çивĕч лару-тăрăва çăмăллатма тивĕçлĕ йышăнусем тăвас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин ертсе пынипе тунтикун канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР Роспотребнадзор управленийĕн представителĕсем, поселока шывпа тивĕçтерессипе тимлекен предприятисен ертÿçисем тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç.
Пытарма кирлĕ мар, çулсерен çуркуннехи тапхăрта шыв пахалăхăн кăтартăвĕсем япăхланса пыраççĕ. Çакна ЧР Роспотребнадзор управленийĕн Канашри уйрăмĕн ертÿçи те çирĕппĕн палăртрĕ, ĕçмелли шыв çынсен сывлăхĕшĕн сиенсĕр ; асăрхаттарчĕ.
Районта, паллах, ку ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Поселокри хăш-пĕр районсене артезиан çăлĕсенчен илекен шывпа тивĕçтереççĕ-ха халĕ. Анчах шыв çителĕксĕрри Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнчен килекен шыва чарса лартнипе çыхăннă. Кунти кивĕ, çурлсем иртнĕçемĕн юрăхсăра тухса пыракан тасатмалли сооруженисем çуркуннехи ейÿ вăхăтĕнче шыва тасамарлăхсенчен нимле майпа та хăтараймаççĕ.
Çавна май артезиан çăлĕсенчен май пур таран ытларах шыв кăлармалла. Кунсăр пуçне тепĕр çăл чавмасăр кăткăс лару-тăрăва сирсе ярайман - çавăн пек пулчĕ тĕп йышăну канашлура.
Район администрацийĕ шыв тасатмалли сооруженисене юсаса çĕнетес, ĕçмелли шыв пахалăхне тивĕçлĕ шая çитерме кăçал сахал мар укçа-тенкĕ уйăрма пăхнă. Çакă кирлĕ ĕçсене кĕске вăхăтрах пурнăçлама шанăç парать.
Темле пулсан та, çын шывсăр пурăнаймасть. Апат пĕçерме усă курнисĕр пуçне çыннăн çăвăнмалла, хура япаласене çуса тасатмалла, кил тĕрĕшне тирпейлемелле тата ытти те.
Çапах та асăрхаттаратпăр: хваттерсенчи крансенчен юхакан шыва тÿрех ĕçмелле мар. Хăвăрăн сывлăх çинчен ан манăр, шыва вĕретсе илме ан кахалланăр.