Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çураки çитет, уй-хире чĕнет

 

Ака-суха ĕçĕсене пуçăнма вăхăт çитсе пынă майĔ кĕçнерникун «Санары» агрофирмăра хуçалăх ертÿçисен тата агрономсемпе инженерсен семинар-канашлăвĕ иртрĕĕ Унта çуракине вăхăтра тата пахалăхлă ирттерессипе çыхăннă ыйту тĕп вырăнта пулчĕĕ

Çак яваплă тапхăрта техника юсавлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕĕ Ял хуçалăх машинисем пĕр чăрмавсăр ĕçлесен çурхи уй-хир ĕçĕсене хăвăртрах вĕçлеме пулатьĕ Умри тĕллеве пурнăçлама «Санары» агрофирмăра пур май та пурĕ Акă семинар-канашлăва хутшăнакансем энергипе ресурса перекетлекен çĕнĕ йышши техникăпа пуянлансах пыракан машинăпа трактор паркĕнче пулса курчĕçĔ çак хуçалăхра çуракине хутшăнакан пур техника та юсавлă пулнине курчĕçĕ Санарпуçсем паян тесен паян ака-суха ĕçĕсене пуçăнма пултараççĕĕ Вĕсен саппас пайсем теĔ çунтармалли-сĕрмелли материалсем те çителĕклĕĕ

Агрофирма ертÿçи РĕПетров каланă тăрăхĔ кăçал кунта çурхи тулă 126 гектарĔ урпа 184Ĕ выльăх апачлăх нимĕç пăрçи 45 гектарĔ люцернăпа клевер вăрлăхлăх 77 тата 31 гектар акмаĔ çĕр улми 115 гектар лартма планланăĕ Калас пулатьĔ ял хуçалăх культурисем йышăнакан лаптăк пĕлтĕрхинчен чылай пысăкланмаллаĕ Агрофирма «Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçлассипе чăнахах сулмаклă утăмсем тăватьĕ

Хуçалăх çĕр улминĔ тĕш тыррн паха вăрлăхĕсене туса илетĕ Çавна май районтиĔ ытти регионсенчи ял хуçалăх производство предприятийĕсем акакан-лартакан сортсене çĕнетме агрофирмăран пысăк репродукциллĕ вăрлăхсем – «Ирень» çурхи тулăĔ «Эльф» урпаĔ «Черемшанка» хура тулĔ çĕр улми – «Жуковский»Ĕ «Корона»Ĕ «Удача»Ĕ «Ресурс»ĕĕĕ-  хапăлласах туянаççĕĕ

Уй-хир тухăçлăхне ÿстерекенни - çĕр пулăхлăхĕ тата лайăх вăрлăхĕ Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пулас тухăç никĕсĕ мĕнле пулни çинчен райадминистрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп агрономĕ АĕБорисов семинара хутшăнакансем умĕнче Санарпуçĕнчи культура çурчĕн актовăн залĕнче тухса калаçрĕĕ «Вăрлăх пахалăхĕшĕн тăрăшман хуçалăхсенче тухăç та пĕчĕкĔ- терĕ вăлĕ- «Знамя труда»Ĕ «Правда»Ĕ «Родина» кооперативсенчеĔ «Мир» агрофирмăра акă пĕлтĕр кашни гектар пуçне тĕш тырăсене 10 центнер та пухса илейменĕ Çав вăхăтрах «Санары» агрофирмра тырă тухăçĕ ампар виçипе илсен 36Ĕ7 центнерпа танлашнăĕ

Хăйĕн докладĕнче Александр Николаевич малашне тыр-пул тухăçлăхĕ районти вăтам кăтартуран пĕчĕк пулсан вăрлăх туяннишĕн дотаци паманни пирки пĕлтерчĕĕ

Çуртрисем кăçал районта 11162 гектарĔ çĕр улми 1432 гектар йышăнмаллаĕ Уй-хирте рапс çитĕнтерни те усăллăĕ Халĕ çак культурăна акакан хуçалăхсене  хушма укçа-тенкĕ уйăрса параççĕĕ

Ял хуçалăх культурисем япăх тухăç пани тĕрлĕ чир-чĕрсем пурринчен те килетĕ Районти ÿсен-тăрансене хÿтĕлекен станци агрономĕ ВĕМураткин тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене чир-чĕр айăпласран вăрлăха акас умĕн им-çамламаллине каларĕĕ Çак ĕçре вăл хими препарачĕсемпе ĕçлекен çынсене кирлĕ çи-пуçпа тивĕçтерме ыйтрĕĕ Ку тĕлĕшпе «Санары» агрофирмăна ырламалла çеçĕ Кунта пĕтĕмпех ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнаççĕĕ

Хресченĕн çуракине тухиччен шутлă кунсем кăна юлчĕç темеллеĕ Паянхи кун тĕлне 12 хуçалăхра техника тĕрĕслевĕ ăнăçлă иртнĕĕ Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп инженерĕ ВĕНикифоров каланă тăрăхĔ ака-суха ĕçĕсене ирттерме хутшăнакан тракторсен 87 проценчĕĔ сеялкăсен 84 проценчĕĔ плугсене 82 проценчĕĔ çĕр улми лартмалли агрегатсен 92 проценчĕ юсавлăĕ Кăçалхи виçĕ уйăхра 8Ĕ2 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ йышши техника туянса ял хуçалăхĕсем машина-трактор паркĕсене çĕнетнĕĕ

Шел пулин теĔ механизаторсем çитменни çав-çавах çивĕч ыйтуĕ «Çурхи ĕçсене пурнăçлама 350 тракторист кирлĕĕ Районти хуçалăхсенче вара пурĕ те – 281 механизатор кăнаĔ- терĕ Вячеслав Петровичĕ Кадрсем çитмеççĕ пулсан та йăх-несĕлĕмĕрсем «çичĕ уйра çичĕ ана пултăрĔ уйра çичĕ тĕслĕ тырă пултăр» тенине асра тытса хресченĕн пурпĕрех ака-сухана тухмаллаĔ тыр-пул акса çитĕнтермеллеĕ Яваплă тапхăрта ĕç çыннин ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхме юрамастьĔ техника хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллаĔ Çакăн çинчен ĕç сыхланăвĕ енĕпе районти тĕп специалист-эксперт ЕĕАлексеев хуçалăх ертÿçисене асăрхаттарсах каларĕĕ «Инкек-синкек ан пултăр тесенĔ асăрханулăхпа тимлĕх çинчен пĕрре те манмалла марĕ Сывă пурнăç йĕркине яланах пăхăнмалла»Ĕ- терĕ вăлĕ

Семинар-канашлура шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ ВĕТерентьев та сăмах илчĕĕ Вăл техникăна уй-хире пăрахса хăвармалла маррине асăрхаттарчĕĕ Мĕншĕн тесен ку чухне вăрăсене тупма питĕ йывăрĕ ПаллахĔ хуçалăх ертÿçисен  яваплăрах пулмаллаĕ

Ял хуçалăх производствине аталантарасси вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пысăк тĕллевĕсенчен пĕриĕ Ахальтен мар ĕнтĕ семинара ял хуçалăх тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те чĕннĕĕ Ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ СĕПавлов вĕсене умри тĕллеве пурнăçланă çĕрте ял хуçалăх предприятийĕсен тилхепине тытса пыракансемпе пĕрле ĕçлеме сĕнчĕĕ

Юлашкинчен «Чăвашнефтепродукт» акционерсен уçă обществин представителĕ ЮĕДанилова сăмах илнĕ майĕ  çураки валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма хуçалăх ертÿçĕсене килĕшÿсем тума ыйтрĕĕ



"Çĕнтерÿ çуле"
14 апреля 2007
00:00
Поделиться
;