Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çурхи сунар уçăлать

 

Чăваш Республикинче кăçал çурхи сунар апрелĕн 13-мĕшĕнче уçăлса 22-мĕшĕччен тăсăлать. Анчах та çак вăхăтра хăш-пĕр кайăксен аçисене кăна тытма юрать. Тĕслĕхрен, карăк аçисене туйĕ вăхăтĕнче – ирхине 7 сехетчен, кăрăпчăка каçхине – вĕçме пуçласан, кăвакал аçисене – ирхине 9 сехетчен тата каçхине 18 сехетрен пуçласа тĕттĕмлениччен, ăсан аçисене туйĕ вăхăтĕнче хÿтлĕхрен ирхине 8 сехетчен тытма ирĕк пур.

Ăсан, карăк аçисене, кăрăпчака перекенсен пĕр хутчен усă куракан ятарлă лицензи илмелле.

Тĕкĕпе тата хăйсене тыткаланипе амасене çăмăллăнах уйăрса илме май килет, çавна май чĕп кăларнă çĕре хутшăнман аçасене кăна тытмалла. Кăвакал аçисене шалашран, уринчен кăкарнă амипе илĕртсе чарман. Карăкпа, ăсан аçисене туй вăхăтĕнче, кăрăпчака вĕçсе пынă вăхăтра кăна пемелле. Мĕншĕн тесен чĕп кăларас умĕн, тĕпрен илсен, аçисем кăна вĕçеççĕ.

Çавăнпа пĕрлех асăрхаттаратпăр: пурин те сунар йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Пăшалсемпе питĕ тимлĕ пулăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 апреля 2007
00:00
Поделиться
;