Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Иерусалимри Ырă кÿрекен Çулăм – Вăрнар чиркĕвĕнче

 

Иерусалимри Турă Тупăкĕн Чиркĕвне Ырă кÿрекен Çулăм çитни – савăнăçлă пулăм, çакă кашни çул православи Мăнкунĕччен темиçе сехет маларах пулса иртет. Ку – Христос чĕрĕлсе тăнин тĕлĕнмелле символĕ.

Турă Тупăкĕн Чиркĕвĕнче тухнă Çулăма Мускав тата пĕтĕм Руç Сăваплă Патриархĕ II Алексий пилленипе Раççейĕн тĕп хулине ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче илсе килнĕ. Ăна Чăваш Республикине Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава, Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ыйтнипе панă.

Çак тунтикун Ырă кÿрекен Çулăма Шупашкарти Çветтуй Татиана чиркĕвĕнчен Вăрнарти Пысăк асап тÿснĕ Çĕнтерÿллĕ таса Георгий храмне те илсе килнĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
14 апреля 2007
00:00
Поделиться
;