Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пархатарлă ĕçе хутшăнчĕç

 

«Единая Россиян çамрăк гвардийĕн» членĕсем – пĕтĕмпе 50 çын ытла – Космонавтика кунĕ умĕн пысăк ĕç туса ирттерчĕç. Çамрăксем тĕнчери пĕрремĕш космонавта Юрий гагарина тата пирĕн мухтавлă ентешĕмĕре Андриян Николаева халалласа лартнă палăксем çывăхĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртрĕç. Ку пархатарлă ĕçе пуçараканĕ тата йĕркеленĕ – «Единая Россия» партин Шупашкарти хула уйрăмĕн исполкомĕ.

Çамрăк гвардеецсем туслă тимлени иртсе каякансене те пĕр туйăмсăр хăвармарĕ, кашниех вĕсене мухтарĕ.

«Мĕнле маттур хĕрсемпе каччăсем ÿсеççĕ Шупашкарта»,- терĕ 70 çулти Зинаида Федорова, 17 çул «Промтрактор» предприятин пĕр цехĕнче ĕçленĕскер. - Тÿрех паллă, «Единая Россия» парти çамрăксене воспитани парассине хутшăнса тĕрĕс çул-йĕрсемпе пырать, аслă ăрăвăн паттăрлăхне хисеплеме, ĕçе юратма вĕрентнине ырламалла кăна.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 апреля 2007
00:00
Поделиться
;