Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурнăçланă ĕçсем – курăмлă, ĕмĕтсем - çунатлă

 

Хаçат страницисенче вĕрентÿ темине ытларах çутатнă май, Николай Никитич Ивановпа – район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕпе – таччăн çыхăнса ĕçлеме тивет. Шкул пурнăçĕнчи самантсем кирлĕ чухне унччен те, хăй  Санарпуçĕнчи вăтам шкул директорĕнче тимленĕ вăхăтра, информаципе яланах туллин тивĕçтернĕ вăл.

Çирĕп те яваплă, пуçаруллă, тĕрĕслĕхе мала хуракан... - ĕçлĕ тĕл пулăвăн пĕрремĕш хутĕнчех пуçра çакнашкал шухăш тĕвĕленнĕччĕ. Ĕçлес, малалла талпăнас, çитĕнÿсем тăвас туртăмне вара унра кашниех туйса илме пултарать.

Тĕрĕссипе, Николай Никитичăн пархатарлă ĕçĕ пирки тахçанах тĕрленчĕк çырма ĕмĕтленнĕ эпĕ. Хальхинче вара сăлтавĕ тата сумлăрах пулчĕ - ĕнер районти тĕп ПЕДАГОГ, хисеплĕ те ят-сумлă, ырă кăмăллă çын – Николай Никитич Иванов – 50 çул тултарчĕ.

Юбилярăн районти вĕрентÿ тытăмне аталантарас ĕçе хывнă тÿпи каламасăрах сумлă. Чи малтанах çакна Санарпуçĕнчи вăтам шкул коллективĕн хаклама тивĕç. Николай Никитич, хăй кунта директорта ĕçленĕ тапхăрта, шкулăн ят-сумне чăнахах çĕклеме пултарнă. Паллах, тÿрех мар – пĕрчĕн-пĕрчĕн çултан çул.

Кивçурт Енĕш каччине, 1978 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнăскере, шăпи çак яла ăнсăртран çитермен-тăр. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк малтанах директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕнче тимленĕ. Пуçарулăхпа  пысăк ăсталăхлă вĕрентекене çийĕнчех асăрханă – директор вырăнне шаннă.

Николай Никитич теприсем пек «çемçе» пуканпа йăпанма-мухтанма тăрăшман – пĕрремĕш кунсенчех çанă тавăрса ĕçе пикеннĕ. Халь хаççăн татса памалли ыйтăвĕсем те çивĕчех пулнă çав. Ку ялти аслăраххисем ас тăваççĕ ĕнтĕ, Санарпуç ачисем ялта шкул пур çĕртех вĕренме Вăрнара çÿренĕ. Çĕнĕ директор çак чăнлăхпа ниепле те килĕшме пултарайман. Çавăнпа та чи малтанах вăл педколлектив йĕркелеме тытăннă. Мĕн тетĕр – тепĕр виçĕ-тăватă çултан, тăван ялти шкултах пахалăхлă тата тулли пĕлÿ илме май пуррине кура, ачасене тавăрма май килнĕ. Хыççăнах ку шкула Кивьял Хапăсри, Иртеменкасси тăрăхĕнчи ачасем туртăннă.

Районти, республикăри предмет олимпиадисенче, конкурссенче санарпуçсем призлă вырăнсене йышăнма тытăннă, вĕренÿри кăтартусене çулсерен ÿстерсе пынă. Ик-виçĕ çул каялла кăна-ха, акă, кунти çамрăк экологсем çине-çинех республикăра тата Раççейре те палăрнăччĕ.

Директорта тимленĕ чĕрĕк ĕмĕр чăнахах ырă «çимĕç» панă – паян Санарпуçĕнчи вăтам шкул лидерсен, кăтартуллисен йышĕнче. Сăмах май каласан, иртнĕ çул Раççей Вĕрентÿ министрăн çумĕ О.И.Волжина ку шкулта пулнăскер, ялсенче çакăн пек хитре, хăтлă, пысăк результатсем паракан шкулсем пуррине яр уççăн курса чăнахах тĕлĕннĕччĕ.

Вĕрентÿ тытăмне йĕркелес ĕçре пухăннă паха опыт Николай Никитича паян районти шкулсене аталантарассинче те пысăк пулăшу парать. Пĕр ÿстермесĕр каламалла - çитĕнĕвĕсемпе мухтанмалли пур. Сăнанă тăрăх, ку вырăнти малтанхи пуçлăхсемшĕн кÿренÿллĕ ан пултăр та, юлашки икĕ çулта кăна районти шкулсенче вĕренекенсем республикăри олимпиадăсенче призлă вырăнсене ÿстерме пултарчĕç: виçĕмçул – пиллĕк, пĕлтĕр – виççĕ. Шкул ачисем хушшинчи преступноçа чакарма пултарнинче те пысăк ĕç пытанать. Паллах, çакă педколлективсене вĕрентÿпе воспитани парас ĕçре тĕрĕс курс кăтартса пынипе çыхăннă.

Вĕрентÿ пайĕнчен «тапса» тăракан пуçарулăх юлашки çулсенче вĕрентÿ учрежденийĕсене самаях малалла тĕкрĕ. Вăл е шкулта йĕркелекен канашлусем пĕр-пĕрин опытне хăйсем патĕнче хывма пулăшаççĕ çеç мар, çÿлелле талпăнма хистеççĕ. Пĕр-ик çултах акă шкулсен сăн-сăпатне палăрмаллах улăштарма май килнĕ. Чăннипе вара Николай Никитич ку енĕпе директорсенчен питĕ çирĕп ыйтать.

Районти вĕрентÿпе çамрăксен пайĕн пуçлăхĕн, ачасене пĕлÿ парассипе Раççей политикин тĕрлĕ тапхăрĕнче тимлеме тивнĕскерĕн, паян танлаштармалли, тивĕçлĕ хаклав тумалли пулăмсем чылай. Çĕршыв чечекленĕвĕн тапхăрĕ хыççăн сасартăк «хуçаланма» тытăннă пăтрануллăх чылайăшне ирĕклĕх авăрне путарчĕ, çынлăхран кăларчĕ. Педколлективсем çеç çак хумпа ишсе кайманни савăнтарать. Патшалăх укçа-тенкĕпе тивĕçтермен пулин те, шкулсем йывăрлăхран тĕрлĕ майпа тухма тăрăшнă. Николай Никитич ертсе пыракан коллектив акă районта пĕрремĕшсем шутĕнче шкулăн хушма хуçалăхне аталантарнă. Анчах 8 гектар йышăнакан çĕр çинче ачасене алă вĕççĕн нушалантарман – пĕтĕм ĕçе механизациленĕ. Туса илнĕ укçапа вĕрентÿ учрежденийĕн пурлăхпа техника базине пуянлатнă, компьютерсем, вĕрентÿ пособийĕсем туяннă.

- Паянхи вĕрентÿ тытăмĕнчи политика – тивĕçлипех çĕнĕ ĕмĕр çыннине хатĕрлекен, ăслăлăх патне чĕнекен, интелектуаллă ĕçсене аталантаракан вăй,- тет вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ. - Пирĕн Президент малашлăха витĕр курса тăрса пире те çĕнĕлĕхсене алла илме хистет. Çак ĕçре вара директорсемпе ăнлануллăн пĕрлешсе тимлемесĕр май çук. Манăн ку енĕпе шкул ертÿçисене мухтас килет – вĕсем пурте кăтартуллă ĕçлес кăмăллă.

Николай Никитичăн çитĕнекен ăрăва çирĕп пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани парас ĕçри çитĕнĕвĕсене патшалăх енчен тивĕçлĕн хакланă – «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа наградăланă. Паллах, ăнăçу коллективри ăнланулăхран çеç мар, çемьери хутшăнусенчен те чылай килет. Мăшăрĕ – Вера Павловна (сăмах май, вăл та вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ), Ларисăпа Наталья хĕрĕсем ăна куллен пулăшса, вăй-хăват парса тăраççĕ, çĕнĕ ĕçсем пурнăçлама çунатлантараççĕ.

Николай Никитич Иванова юбилей ячĕпе эпир те, район хаçатĕнче тимлекенсем, чĕререн саламлатпăр. Ертсе пыраслăхăн çăмăл мар ĕçĕнче Сирĕн ума нихăçан та йывăрлăхсем сиксе ан тухччăр, çивĕч ыйтусене татса пама вăй-халăр, çирĕплĕх çитсе пытăр. Коллективра яланах ырăлăх, ăнланулăх хуçалантăр, творчествăри шырав нихăçан ан иксĕлтĕр!



"Çĕнтерÿ çуле"
14 апреля 2007
00:00
Поделиться
;