Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял хуçалăх çыравне хутшăннисене чысларĕç

 

Пĕлтĕрхи июлĕн 1-25-мĕшĕсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланчĕ – Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ – иртрĕ. Каламасăрах паллă, Çрав ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва тарăнрах тĕпчесе пĕлме, çĕр тата аграри реформисене кура пулнă улшăнусене, ял хуçалăх продукчĕсем туса илекенсен кашни ушкăнне туллин палăртма, çĕр-шывăн апат-çимĕç ресурсĕсене пур енлĕн пĕлсе тăма пулăшрĕ. Пĕр сăмахсăрах, çырав пĕтĕмлетĕвĕсене кура, агропромышленность комплексĕн, уйрăм хушма хуçалăхăн йывăлăхĕсене ăнланса, ял хуçалăхне малалла тĕллевлĕн аталантарма çĕнĕ çул-йĕрсем шырама çăмăлрах пулĕ.

Тĕрĕссипе каласан, Пĕтĕм Раççей пĕлтерĕшлĕ мероприятирен никам та аякка пăрăнса юлмарĕ теме пулать. Хамăр района илес пулсан та çырав ĕçне йĕркелессипе ятарлă комисси тимлерĕ. Район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем, районти предприятисемпе организацисен ертÿçисем обществăлла ĕçченсем тата ыттисем те – пурте районта ял хуçалăх çыравне пысăк шайра ирттерессишĕн палăрмалла тÿпе хыврĕç. Чи пысăк ĕç вара çыравçăсем çине тиенчĕ. Районĕпе вĕсем 105-ĕн пулчĕç, хăйсене çирĕплетсе панă  кашни килте кирлĕ информаци пухрĕç. Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ малашлăхшăн уйрăмах пĕлтерĕшлине шута илсе, хăйсен яваплăхне туйса çынсем те çыравçăсен ыйтăвĕсене тарăннăн та тĕплĕн хурав панă. Çакăнпа сăлтавланнă ĕнтĕ ял хуçалăх çыравĕн ăнăçлăхĕ.

Çырава йĕркелесе ирттерес ĕçе хутшăнса пысăк активлăх кăтартнисене, чи маттуррисене юнкун район администрацийĕн залĕнче пухса чысларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин пурне те пысăк пахалăхлă ĕçшĕн, историе кĕрсе юлакан мероприятие кашниех тÿпе хывнăшăн, хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн тав турĕ. Патшалăх статистика комитечĕн ертÿçин заместителĕ Д.Фискалов хăй аслă миссипе килсе çитнине пĕлтерчĕ, ял хуçалăх çыравне хутшăннисенчен чи тивĕçлисене медальсемпе тата кăкăр çине çакмалли паллăсемпе наградăлама йышăннă приказпа паллаштарчĕ. Пирĕн районтан медальпе чысланисем – 15-ĕн, кăкăр çине çакмалли паллăсене тивĕçнисем 102-ĕн пулчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 апреля 2007
00:00
Поделиться
;