Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юлташла ăмăрту

 

Аçăмçырми шкулсенче ачассене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентессине тата вĕсене спортпа туслаштарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Волейбол вăййи те кунта вĕренекенсемшĕн спортăн чи юратнă тĕсĕсенчен пĕри. Ачасем хаваспах секцисене çÿреççĕ, тĕрлĕ ăмăртусене активлă хутшăнаççĕ. Район первенствинче те маттур выляса шкул команди иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

Нумаях пулмасть Аçăмçырми шкулĕн команди юлташла ăмăртура Çĕмĕрлери 2-мĕш шкулта вĕренекенсен командипе тĕл пулчĕ. Арçын ачасен ушкăнĕнче аçăмçырмисем çивĕч тупăшура 2:1 шутпа çĕнтерчĕç. Вăйăра 11-мĕш класра пĕлÿ пухакан А.Михайлов,А.Гордеев, С.Никитин уйрăмах пысăк ăсталăх кăтартрĕç.

Хĕрсен ушкăнĕнче çĕмĕрлесем правуртарах пулни палăрчĕ. Вĕсем хăйсен тантăшĕсене 2:1 шутпа парăнтарчĕç.

Икĕ шкулта вĕренекенсем çакнашкал ăшă тĕлпулусене малашне йĕркелеме калаçса татăлчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 апреля 2007
00:00
Поделиться
;