Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çăмăл атлетсен сезонĕ уçăлчĕ

Çурхи кроса Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 62 çул çитнине тата Ача çулталăкне халалланă. Старта шкул ачисем, професси училищисенче вĕренекенсем, ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем – пĕтĕмпе 300 ытла çамрăк спортсмен – тухнă. Ÿсĕм кура вĕсем 500, 1000, 2000 тата 3000 метрлă дистанцисенче тупăшнă. Район чемпионĕсем вара çаксем пулса тăнă: Алена Павлова (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Владимир Зиновьев «Аçăмçырми»), Алина Сергеева (Ярмушка), Александр Семенов (Мăн Явăш), Марина Гордеева (Аçăмçырми), Андрей Николаев (Калинино), Роза Сергеева (ял хуçалăх техникумĕ), Андрей Иванов (Мăн Яăвăш).

Красноармейски салинче иртнĕ Чăваш ен чемпионачĕпе первенствинче те район чупуçăсем япăх мар результатсем кăтартнă. Пĕтĕмĕшле зачетра команда – пиллĕкмĕш вырăнта. Уйрăмшар чупура вара чылайăшĕ призлă вырăнсене те лекнĕ. Аçăмçырминчи вăтам шкулăн вĕренекенĕсем Таня Ефимовапа марина Гордеева финиша пĕрремĕш çитнĕ. Çавăн пекех çитĕнÿ енчĕкне Мальвина Михайлова (Шĕнер Ишек), Галина Павлова (ял хуçалăх техникумĕ), Марина Лебедева (Калинино), Александр Семеновпа Андрей Иванов (Мăн Явăш), Мефодий Павлов (Хирпуç), Евгений Антонов (Аçăмçырми) пысăк тÿпе хывнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться
;