Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çав çулсен чапĕ çухалмĕ

 

Вăрçă тата тыл ветеранĕсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕхе историе хывса хăварас, паянхи тата пулас ăрусене вĕсенчен тĕслĕх илме вĕрентес тĕллевпе Аслă Çĕнтерĕвĕн кунне районта çулсеренех чаплăн хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ. Кăçал та вăл ытти çулсенчен кая мар иртĕ.

Районти вĕрентÿ тата культура учрежденийĕсенче халăхăн Аслă Отечественнăй вăрçăри паттăрлăхне халалланă стендсемпе плакатсене çĕнетме тытăннă ĕнтĕ. Çавăн пекех вĕсенче тематикăлă экспозицисем йĕркелеме палăртнă.

Çывăх вăхăтра иртекен чылай спорт мероприятине те Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 62 çул çитнине халалларĕç. Çак ăмăртусен черетне çуркуннехи çăмăл атлетика кросĕ Уçрĕ те ĕнтĕ.

Историпе краеведени музейĕ хатĕрлекен видео-проект вара ветерансемшĕн çеç мар, çамрăксемшĕн те историлле парне пулĕ. «Аслă Отечественнăй вăрçăн летопиçне» хатĕрлеме вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсем патĕнче килĕрен пулĕç. Кунсăр пуçне «Çĕнтерÿ салтакĕ» выставка та, «Салтак шинелĕ тăхăннă Вăрнар», «Вăрнар районĕ вăрçă çулĕсенче», «3065 номерлĕ эвакогоспиталь», «Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи Вăрнар поселокĕн урамĕсен ячĕсенче» палăртнă экскурсисем те район çыннисемшĕн хаклă пулма тивĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться
;