Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн эрни

5Çул çинчи инкек-синкексене пула çулсеренех тĕнчере 1,2 миллион çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать, 50 миллиона яхăн çын аманса суранланать. Чĕрĕ юлнисенчен те нумайăшĕ ĕмĕрлхех инвалид пулса юлать. Çак йышран пысăк пайĕ – ачасемпе çамрăксем. Хăрушă аварисенче вилекенсенчен 40 ытла проценчĕ – 25 çула та çитеймен çамрăксем. Акă, Раççей Федерацийĕнче кăна 16 çул тултарман ачасем хутшăннипе çул çинче кашни çулах 25 пин инкек çырăнать. Калама та хăрушă – вĕсенче çын шучĕ 1,2 пин чухлĕ чакать, аманнисем те 25 пин ытла.

Чăваш Республикипе илес пулсан та кăтартусем савăнтармаççĕ.Çулталăкра пулса иртекен2 пин ытла аварире 300 çын пурнăçĕ татăлать, суранланнисем вара 2 пине çитеççĕ. Çакă, паллах, калама çук капашсăр çухатусем, тăванĕсемпе çывăх çыннисемшĕн чăтайми хуйхă.

ООН пуçарăвĕпе, апрелĕн 23-29-мĕшĕсенче, акă, çул-йĕ Хăрушсăрлăхĕн пĕрремĕш пĕтĕмĕшле эрнине ирттерме йышăннă. Акцие çамрăк çул çÿрекенсене, велосипедистсемпе мотоциклистсене, пассажирсемпе çамрăк водительсене туллин явăçтарма тĕллев лартнă.

Патшалăх автоинспекцийĕ, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви автомобилистсен Пĕтĕм Раççейри пĕрлешĕвĕн республикăри уйрăмĕ тата РОСТО Чăваш енри кашни çын çул-йĕл çинче инкек-синкек тухассине асăрхаттарас ĕçе активлă хутшăнасса шанаççĕ. Çак тапхăрта вĕрентÿ учрежденийĕсенче профилактика ĕçне ирттерессине, автотранспорт предприятийĕсенче водительсем хушшинче çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма пропагандăлассине тата ыттине пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Акцин пĕрлехи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ - çулсем çинчи кăткăс лару-тăрăва лайăх енне улăштарасси, водительсемпе çуран çÿрекенсен яваплăха туяссине ÿстересси. Апла пулсан, паллах, пурин те май пур таран тачă çыхăнса, пĕр-пĕрне хисеплесе ĕçлемелле.

Яланах асра тытăр: çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнсан кăна вилнисен тата суранланнисен йышне чакарма май пур.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться
;