Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çурма финалта – пĕрремĕш

 

 

Район администрацийĕн ĕçченĕсем юлашки çулсенче тĕрлĕ çивĕч ыйтусене татса панипе пĕрлех спортра та пысăк çитĕнÿсем кăтартма, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартма пуçларĕç. Уйрăмах унăн волейбол команди чыс-хисепе тивĕç. Патшалăх влаç органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тимлекенсем хушшинче темиçе çул ĕнтĕ вăл призлă вырăнсене йышăнать.

Иртнĕ канмалли кунсенче физкультурăпа спортăн 5 Спартакиади йĕркипе Улатăр хулинче иртнĕ çурма финал вăййисенче район администрацийĕн ĕçченĕсем каллех пысăк ăсталăх кăтартнăь - Улатăр, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри тата Патăрьел район администрацийĕсен командисене пурне те 2:0 шутпа парăнтарнă, финал вăййисене хутшăнма тивĕçнĕ. Командăра – район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Павлов, администраци ĕçĕсен управляющийĕ Андрей Матвеев, Константин Сидоров, Сергей Шуркин, Владимир Прокопьев, Светлана Войтенко, Юрий Бурмистров специалистсем.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться
;