Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чăваш тĕнчи ячĕпе

 Иртнĕ энере «Вăрнар ен» анссамблĕнб репцийĕсене çитсе куртăм. Культура çурчĕаç енне уявлăн янраса ларать. Юрă шăранать. Сăвă калаççĕ. Такмак çаптараççĕ. Ташăра юхса çаврăнаççĕ. Шупашкар «çăлтăрĕсен» концерчĕсем пулчĕç. Халăх таланчĕсен смотрĕсене пĕтĕм районтан пухăнаççĕ. 20-мĕшĕнче, иртнĕ эрнекун, ташă коллективĕсем тупăшрĕç.

«Вăрнар ен» ансамбле районти ветерансен халăх хорĕ çумĕнче чăмăртанă. Ĕçне-хĕлне, паллах, халăх хорĕн паллă ертÿçи Анатолий Иванович Юдин йĕркелесе пырать. Черетлĕ концерт-курава Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунне, ун ячĕпе хисепленекен чăваш чĕлхин уявне, пĕтĕмĕшпе палăртсан – Чăваш Тĕнчине халалланă. Районти Культура керменне паянхи каç çын йышлă пухăнасса кĕтеççĕ. Ку концерт тĕллĕн ятарлă ят тупнă: «Пирĕн вăхăтри çамрăклăх юррисем». Ытларах чăвашлăха сăнарлакан номерсем ылмашăнĕç. Арçынсен ушкăнĕ чăваш халăх юррисемпе хурлантарса савăнтарĕ. Вĕсем çумне майĕпе хĕрсем хутшăнаççĕ. Кĕперлĕ хĕрарăмĕсем, авă, çивчĕ такмаксемпе çепĕç юрăсем сĕнеççĕ. «Çуркунне», «Урамри вăйă», «Çăлтăр çуннă каçсенче», «Çерем уçма кайса килни» ярăмсем хатĕрленĕ. Ансамбле катари ялсенчен хутшăнакансем тупăннă: Алексей Федотов Хураçырмаран, Валентина Петрова Туçи Мăратран çÿреççĕ.

Концерта ертсе пыма халăх ĕçне хастар хутшăнакан учительсене, сăвă-сăмах калама ăста çынсене – Тамара Яковлевна Терентьевăпа Валентин Иванович Семенова шаннă.

Шăп та пай пĕр уйăх каялла Вăрнара Шупашкартан авторитетлă жюри килсе çитнĕччĕ.

- Ветерансенрайонти халăх хорĕпе унăн ансамблĕ («Вăрнар ен») пултарулăхра ÿсĕмлĕ паха утăм тунă,- тенĕччĕ çавăн чух жюри пуçлăхĕ, республикăри халăх пултарулăх центрĕн директорĕ, ЧР  композиторсен ассоциацийĕн председателĕ, хор пултарулăхĕн тĕп методисчĕ Альберт Николаевич Сергеев. - Анатолий Юдин репертуар йĕркелеме ăста. Халăх хорне нумай сасăпа юрлама хăнăхтарчĕ.

 Мартăн 25-мĕшĕнче ветерансен хорĕпе пĕрле юрăпа ташă халăх ансамблĕ, халăх театрĕ, Ярмушкари тата Пуканкассинчи фольклор ушкăнĕсем пултарулăхри хăйсен хисеплĕ ячĕсене тепĕр хут çирĕплетнĕ


"Çĕнтерÿ çуле"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться