Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕрремĕш букварьсен электронлă копийĕсене хатĕрленĕ

 

Чăваш чĕлхин кунĕ умĕн эпир И.Я.Яковлев ученăй-педагогĕн халăха çутта кăларассипе тунă ĕçне уйрăмах пысăка хурса хаклатпăр. Унăн пархатарлă ĕçĕ тăван халăхăн, обществăн туртăмĕп çыхăннă. Иван Яковлев хăйĕ пĕтĕм пурнăçне халăха çутта кăларассине халалланă. Вăл – наци шкулĕсене пуçласа уçаканĕ, чăваш ачисене тăван чĕлхепе культурине юратма вĕрентекенĕ.

И.Яковлевăн паянхи алфавичĕ çинче йĕркеленĕ пĕрремĕш букварь пирĕн халăхшăн чăннипех пысăк парне вырăнĕнче. 1872-1919 çулсенче аслă педагог хăйĕ вĕренекенĕсемпе пĕрле вариантпа 33 чăваш букварĕ хатĕрлесе кăларнă, вĕсенчен чылайăшĕ Чăваш Республикин Патшалăх пичет архивĕн революцичченхи фондĕнче упранаççĕ.

Чăваш чĕлхин кунĕ умĕн архив ĕçченĕсем И.Я.Яковлевăн Хусанта 1872 тата 1880 çулсенче тухнă пĕрремĕш букварьсен электронлă копийĕсене туса хатĕрленĕ. Вăл кĕнеке вариантне пĕтĕмпех тивĕçтерет.

1872 çулта кăларнă букварь халăха хутла кăна мар, хресчен харпăр хăйне мĕнле тытмаллине-пурăнмаллине те  вĕрентет. Пĕрремĕш халăх кĕнеки пулнă май унта чăвашсен пурнăçĕн чылай енне çутатнă: йăли-йĕркине, калаçăвне, тĕнне т.ыт.те. Унта çавăн пекех ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кунтах кĕнекен пĕлтерĕшне те уçса панă, вăл пурнăçра тус-юлташ, вĕрентсе пыракан пулнине палăртнă.

1880 çулта кăларнă букварь чăваш литература чĕлхин орфоэпии, орфографи тата лексика нормисене, чăваш алфавитне, вырăс азбукине тата путлев таблицине пĕрлештернĕ. Вулав упрежненийĕсем валли И.Яковлев кĕнекене икĕ чĕлхепе 45 тупмалли юмах, темиçе каларăшпа ваттисен сăмахĕсене кĕртнĕ. Кунтах - çутçанталăк, хресчен ачисем çинчен калакан 23 пысăках мар калав. Вăл шутра И.Яковлев вырăс тата ют çĕршыв писательсенне куçарнă произведенийĕсем те пур: Л.Толстовăн «Хресчен тата лаша»,  Эзопăн «Кашкăрпа карчăк», «Сăвакан ĕне» Инди халăх ютарăвĕ.

Пĕрремĕш чăваш букварĕсен электронлă копийĕсем чăваш халăх тĕпчевçисемшĕн, таврапĕлÿçисемшĕн, вĕрентекенсемпе студентсемшĕн усăллă та питĕ кирлĕ пусса шанас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться
;