Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрман ирĕклĕн çитĕнтĕр!

 

Йывăç ларт та – ăна упра! Çак сăмахсем чылайăшĕн чĕринче чăн-чăн девиз вырăннех кĕрсе çирĕпленчĕç. Кĕркунне тата çуркунне иртекен Йывăç кунĕнче тавралăха симĕслентерес ĕçе çулсерен ытларах та ытларах çын явăçни те çакнах кăтартса парать.

Ĕçпе çÿренĕ май куратăн: чылай ялта çамрăк вăрмансем, посадкăсем вăй илсе чĕрĕлеççĕ. Шкул çывăхĕсене, çул аяккисене, палăксем тавра, çырма хĕррисене лартнă хунавсем те тепĕр темиçе çултан илемпе савăнтарĕç.

Иртнĕ шăматкунхи Йывăç кунĕ çак ĕçе каллех вăйлатрĕ. Район территорийĕнче пин-пин йывăç-тĕм лартса хăварчĕç. Уйкас Кипек ял поселенийĕнче акă поселени ĕçченĕсем, культработниксем, ял çыннисем экологи субботникне пысăк хастарлăхпа хутшăннă, Енĕшри масара тирпей-илем кĕртнĕ. Вăрман Кипекри шкул ачисем Мария Павлова тата Любовь Федорова ертсе пынипе йывăçсем лартнă.

Йывăç кунĕ Вăрнар поселокĕнче уйрăмах массăллă иртрĕ. Поселокăн çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă тасатмалли сооруженисем çывăхĕнче пĕр-ик çул ĕнтĕ пысăк ĕç туса ирттернĕ – пиншер йывăç лартса хăварнă. Иртнĕ çул лартнисем вăй илнĕ ĕнтĕ, выльăх-мĕн таптамасан пĕр вун çултан кунта симĕс врман ешерĕ.

Пысăк лаптăкра кăçал валли те ĕçĕ çителĕклех пулчĕ. Район администрацийĕн, Вăрнарти издательство çурчĕн, тĕп больница, поселенисем хушшинчи тĕп библиотека, халăха социаллă хÿтлĕхне тивĕçтерекен пайĕн, Вăрнар хула поселенийĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ĕçченĕсем кĕске вăхăтра пине яхăн чăрăш лартса хăварчĕç.

Шел вăхăтран вăхăт ĕç хавхаланăвне пусакан пулăмсем те пулчĕç. Пĕлтĕрхи хунавсем симĕсленнĕ терĕм-ха, анчах тĕллĕн-тĕллĕн пĕр вырăнти икшер-виçшер чăрăш асапланса ÿсни кăмăла пăсрĕ. Тепĕр çĕрте тата елкăна кĕр «купана» хывса хăварнă – пĕчĕк лаптăкра сахалтан та çĕр «симĕс пике нушаллă çитĕнет. Çăмăлттайлăх, чунсăрлăх, çиелтен, ячĕшĕшĕн тунă ĕç мар-и çакă; Вăрмана вара ирĕклĕх кирлĕ.

Паллах, йывăç лартса хăварни кăна çителĕксĕр, ăна пăхмалла, тирпейлемелле. Урана çыхлантаракан вăрăм типĕ курăк акă тепĕр экологи субботникне çак лаптăкрах ирттерме чĕнет. Унсăрăн çĕн вăрмана çулла каллех талпиçенпе мăян тата ытти çум-курăк сырса илĕ, айванлантарĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться
;