Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юлашки чарăну – Вăрнарта

 

Юлашки чарăну – Вăрнарта

 

Кану кунĕсем хыççăн Вăрнарта паллă мар сас-чÿ тухнă: пĕри те тепри поселокра темĕнле хăрушă ĕç пулса иртни çинчен пăшăл пăтти пĕçернĕ. Темиçе хăлхана çитиччен хыпар, кашни хăйĕнчен шухăшласа хушнăран, ÿссех пынă. Чăнипе вара иртнĕ вырсарникун шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн сотрудникĕсем Чулхула облаçĕнче машина вăрласа кайнă преступнике тытса чарма пултарнă.

Хайхи арçын, Чулхула облаçĕнчи Сеченово поселокĕнче пурăнаканскер, маларах та саккунпа туслă пулман, унччен те судпа айăпланнă. Хальхинче вăл ют автомашинăна куç хывнăскер, ăна çăмăллăнах хăйĕн тума шутланă пулмалла. Шăматкунхи каçхине Л. хăй тĕллевне пурнăçланă – Чулхула облаçĕнчи Сеченево районĕнче вырнаçнă «Дорнит» пĕрлешĕвĕн паркĕнчен КамАЗ хăваласа тухса тарса çухалнă. Чăваш Республикин территорине кĕрсен Пăрачкав районĕ урлă чăрмавсăрах тухнă-ха вăл. Çĕмĕрлери автоинспекци сотрудникĕсем чарма пăхсан вара, пăхăнма шутламан та, хăвăртлăха татах та ÿстерсе малалла вĕçтернĕ. Çĕмĕрлесем çакăн çинчен Вăрнарти ĕçтешĕсене васкавлăн пĕлтернĕ, преступнике тытса чарма пулăшу ыйтнă. Вăрнарта кăна ярса тытма май килнĕ, КамАЗа вăрласа кайнă арçынна.

Водитель чарăнма ыйтнине пăхăнманран, ГИБДД сотрудникĕсен ирĕксĕрех алла пăшал тытма тивнĕ, КамАЗ ураписене персе кăна машинăна чарма май килнĕ. Пысăк хăвăртлăхпа вĕçтерсе пыракан, руль умĕнче ларакан ÿсĕр арçын телее пула кăна çул çинче çÿрекенсене никама та сиен кÿмен. Енчен те инкек-синкек тухнăччĕ-тăк, вăл мĕнле хăрушă вĕçленме пултарнине никам та калаймĕ.

Телее, милици ĕçченĕсем преступнике вăхăтра сиенсĕрлетнĕ, ăна хăй пурăннă вырăнти шалти ĕçсен пайне çитернĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 апреля 2007
00:00
Поделиться
;