Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе

 

- Хăюлăхпа Паттăрлăхăн черетлĕ урокĕнче -

 

«Байконур» космодромăн ветеранĕ Э.В.Васильев  полковник тăван Мăн Явăша килсе çитнĕ кунсенче ялти шкулта пулатех. Апрелĕн 21-мĕшĕнче кунта Хăюлăхпа Паттăрлăх урокне ирттерни çинчен вăл мана 22-мĕшĕнче каласа кăтартрĕ. Тĕл пулăва тин кăна иртнĕ Космонавтика кунне тата Аслă Çĕнтерĕвĕн умри уявне – Майăн 9-мĕшне халалланă. Эрик Васильевич унта хăйĕн тантăшĕсене - çар службин ветеранне, СССР спорт мастерне Петр Тимофеевич Тимофеева, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерне, ĕç ветеранне Василий Тимофеевич Амакова, çавăн пекех Аслă Вăрçă ветеранне, Тăван çĕршыв вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерне Петр Степанович Языкова, ĕç ветеранне, РФ халăха вĕрентес ĕçĕн отличникне Владимир Иванович Толстова, ĕçпе тыл фрончĕн ветеранне, В.И.Ульянов ячĕпе хисепленекен колхозăн Хисеплĕ колхозницине Нина Арсентьевна Платоновăна, уйрăм хăрушлăха туйса тăнă подразделени ветеранне, СССР пичет отличникне Вениамин Иванович Сорокина явăçтарнă.

Э.В.Васильева Мăн Явăшри вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсен учителĕ пекех лайăх пĕлеççĕ. Унăн «Байконур» кĕнекисене чăвашла та, вырăсла та вуланă. Кăкăрĕ çинче «СССР Хĕçпăшаллă çарĕсенче Тăван çĕршывшăн службăра тăнăшăн» орденне те курнă. Запасри полковник хальхинче çар темипе çивĕч ыйтусем хускатнă, пулас воинсене çĕршывăмăра çичĕ ютран хÿтĕлемешкĕн çав тери тимлĕн хатĕрленме кирли çинчен асăрхаттарнă. Аслă классенче вĕренекенсем вăл космос аппарачĕсене вĕçме хатĕрленĕ чухне хăй епле ĕçленипе хытă интересленнĕ. Эрик Васильевич космодромри инженери ĕçĕ-хĕлĕн 130-мĕш управленийĕнче паллă специалист тата руководитель шутланнă. Çак управлени «Энергия» ракетоноситель хăвачĕпе нумай хутчен вĕçсе хăпарма пултаракан «Буран» орбита карапне патшалăх заказĕсене кура вĕçме хатĕрленĕ. Э.В.Васильев космодромра службăра тăнă тапхăрта унта 50 пин ытла строитель ĕçленĕ, чи кĕске срокра «Бурана» кĕтсе илмелли площадкăпа пĕрле старт комплексне хута янă. 1988 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче «Энергия» ракетоносительпе орбитăна кăларнă «Буран» Çĕр чăмăрĕ тавра икĕ хутчен çаврăнса палăртнă тĕлте автоматла режимпа анса ларнă. Шел пулин те, тĕнчери хăватлă та пысăк малашлăхлă наукăллă эксперимент шăпи çакăнпа путланнă: тĕлĕнтермĕш программăна укçа хывма пăрахнă. Çав вăхăтрах Америка юри тенĕ пек – сиксех малалла ăнтăлать: кăçал Канаверал сăмсахĕнчен шаттлсене тăватă хутчен вĕçтерме пăхнă!

Пухăннисем малтан К.Э.Циолковский килес ăрусене чĕнсе каланине, вăл 1935 çулхи Майăн 1-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ площадьре парад вăхăтĕнче тухса каланине, Ю.А.Гагаринăн 1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнчи космоса вĕçме тапранас умĕнхи сăмахне итленĕ. «Байконур» космодром ĕçченĕсене халалласа «Çăлтăрсем çывăхарах килеççĕ!..» ятпа литературăпа музыка композицийĕ кăтартнă. Çамрăк космонавтсен отрячĕ тавракурăмлă пĕлÿпе палăрнă.

Урокăн иккĕмĕш пайĕнче Аслă Çĕнтерÿ паттăрĕсене астуса чысланă. Фронтовиксен ывăлĕсем В.И.Сорокин, В.Т.Амаков, П.Т.Тимофеев тухса калаçнă. Явăшсенчен, виçĕ ялтан, фронтра 452-ĕн çапăçнă. Çав шутра хĕрарăмсем те пулнă. 225-ĕн вăрçăран таврăнайман. Ф.И.Ашмаров ячĕ Латвири палăк çинче. Взвод командирĕ С.П.Самаров ытти 12 чăвашпа пĕрле Украинăри тăванла масарта выртать. Артиллери расчечĕн командирне А.А.Аршуткина фашистсен тыткăнĕнче асаплантарса вĕлернĕ...

- Халь пире, Тăван çĕршывăмăра, Европăри патшалăхсене, тĕрĕссипе – пĕтĕм тĕнчене гитлерла фашизмран çăлса хăварнисене, çын вырăнне хурасшăн мар,- тенĕ Петр Степанович Языков. - Совет Союзĕн историне тÿнтерлетсе çыраççĕ, Аслă Çĕнтерÿ чăнлăхне пăсса кăтартаççĕ, вăрçă ветеранĕсенчен пакăçла фильмсемпе мăшкăлаççĕ. Юлашкинчен Çĕнтерÿ Ялавне хур тăвасшăн тапăçрĕç: Рейхстаг тăрне чутах Америкăн шурă çăлтăрлă ялавне хăпартса çакнă пек пулса тухатчĕ. Юрать-ха саккуна В.Путин Президент алă пусмарĕ.

- Фашизм тепĕр хут пуçне каçăртрĕ,- тенĕ Лăпкă океан флочĕн морякĕ пулнă Владимир Иванович Толстов. - Анăç Украинăра, Рига, Таллинн, Вильнюс урамĕсенче тахçан Гитлер йыттине тухнисем сĕмсĕррĕн хамлатаççĕ. Гитлеровецсем пĕр Литвара кăна вырăнти халăха 370 пин, тыткăна лекнĕ совет çыннисене 220 пин пĕтернине халь маннă-ши вара;..

Паллă учитель-таврапĕлÿçĕ, РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ патриотла воспитани ĕçне шкулсенче тепĕр хут чĕртсе яма кирлине астутарнă. Шкулта «Хамăрпа тăванлă фронтовиксем çинчен эпĕ мĕн пĕлетĕп;» ятпа сочиненисен конкурсне ирттерме йышăннă. Юлашкинчен Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе концерт кăтартнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться
;