Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçе вĕçлеме милици ĕçченĕсем «чăрмантарнă»

 

Тĕслĕ металл çаратнă тĕслĕхсем пĕтĕм преступленисен йышĕнче уйрăммăн илсессĕн ют пурлăха вăрланисем хушшинче, пысăк вырăн йышăнаççĕ. Нумай чухне вăрăсем пăхса-асăрхаса тăмасăр ларакан çуртсемпе дачăсене е уйрăм çуртсене тустараççĕ, тĕслĕ металтан тунă япаласем шыраççĕ.

Çакнашкал тĕслĕ металл юратакансене ярса илнĕ те ĕнтĕ апрелĕн 15-мĕшĕнче каçхине милици сотрудникĕсем. Шырав ушкăнĕ тĕлне лекни чăрмантарнă та икĕ юлташа хăйсен киревсĕр ĕçне вĕçне çитерме. Милици ĕçченĕсен аллине лекнĕ вăхăтра С. тата В. 40 литр кĕрекен хуран, алюмини тирĕк тата пăхăр металĕн ăпăр-тапăрне тултарнă михĕ йăтса пынă. Каярах палăртнă тăрăх вĕсем малтанах пĕрле каварлашса Вăрнарти В. хуçалăхĕне вăрттăн кĕрсе кайнă, унти пахчаран çÿлерех асăннă япаласене илсе тухнă.

Иртнĕ эрнере уйăх пуçламăшĕнче пулса иртнĕ киревсĕр ĕçе те уçса пама май килнĕ. Вăрнарта пурăнакан Г-н килĕнче хăй вăхăтĕнче «Самсунг С-130» маркăллă кĕсье телефонĕ çухалнă. Вăл хăйĕн те мар, пĕрле пурăнакан хĕрарăмăн Д.-н пулнă. Палламан çын çурта ирĕклĕ майпа кĕрсе телефона вăрласа кайнă.

Чылай шырама тивмен милици сотрудникĕсен телефонăн çĕнĕ хуçине. Вăл ют çын та мар иккен – кил хуçин тăванех, çул çитмен çамрăк пулни палăрнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться
;